Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта юратакан çемьесем тупăшрĕç

23 июня 2017 г.

Спорта юратакан çемьесем тупăшрĕç

  Иртнĕ шăматкун Комсомольски ялĕнче республикăри “Спорт çемйи” фестиваль йĕркелерĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн “Атте, анне тата эпĕ - спорта юратакан çемье” призне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç командăсем.
  Мероприятире ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков старт пачĕ. Республика Пуçлăхĕ ячĕпе вăл уява хутшăнакансене пурне те саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ. Кăçалхи çула амăшĕпе ашшĕне халалланă. Çавăнпа çемье йăли-йĕркисене çирĕплетсе пырас, ашшĕлĕх тата амăшлĕх туйăмĕсене вăйлатас тесе ирттеретпĕр çавнашкал уявсене”, - шухăшне пĕлтерчĕ Сергей Шелтуков. -Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе физкультурăпа спорта юратма вĕрентекен ашшĕ-амăшне ачисене сывлăхлă çитĕнме пулăшнăшăн тав тăватăп.
  Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Красновпа Комсомольски ял тăрăхĕн ертÿçи Юрий Митков çамрăксене çĕнтерÿ патне ăнтăлма суннă.
  Фестиваль пуçланас умĕн физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче “Çăлтăрпа хусканусем тăватпăр” номер пулнă, унта массăллăн хутшăннă уява килнисем.
Республикăри 24 çемье команди хутшăннă фестивале. Тăвай енри Сормовсемпе Михайловсем пирĕн район чысне хÿтĕленĕ. Çăмăл атлетика эстафетинче, дартс вăййинче, турник çинче туртăннинче, алăсем çинче выртса лапчăннинче, шывра ишнинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç çемьесем. Пирĕн районтан кайнă Сормовсем ?Чÿкçырми/ çăмăл атлетика чупăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Николай Иванович - Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Алина Петровна вĕрентÿ пайĕнче тăрăшать. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Ксенияпа Карина ят панă хĕрĕсене. Ăмăртусене Глеб ывăлĕ хутшăннă.

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика