Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх илем çеç кÿтĕр

23 июня 2017 г.

Чăваш çĕршывĕ! Мĕн тери хаклă! Мĕн тери илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл! Анлă уйсемпе, симĕс те ешĕл вăрмансемпе, аслă Атăлĕпе, пуян улăх-çаранĕпе, тулăх уй-хирĕпе савăнтарать вăл пире.

Мăн Ямаш тăрăхĕнчи çут çанталăк та питĕ илемлĕ. Çак илемпе киленме эпир, 6-мĕш класра вĕренекенсем, Людмила Андреева класс ертÿçи ертсе пынипе Çут çырма вăрманне кайрăмăр, хурăнлăха кĕтĕмĕр. Ăшă çил вĕрнипе хурăн çулçисем шĕпĕлтетеççĕ, хăнасем килни çинчен пĕр-пĕрне пĕлтереççĕ, пирĕнпе тем пăшăлтатаççĕ. Вĕсем те пире хавас, алă çупсах кĕтсе илеççĕ. Хамăр таврари ÿсен тăранпа паллашрăмăр, вĕсем çинчен мĕн пĕлнине каласа патăмăр. Вăрман илемĕпе киленсе çÿренĕ май улмуççи садне пырса тухрăмăр. Кайăк-кĕшĕк юрри чуна тыткăнлать, уçă сывлăшĕ чуна уçать. Улма-йывăç шап-шурă çеçкере, сирень шăрши сăмсана кăтăклать. Эх! Мĕн тери илем! Вăрмантан тухас килмест.

Анчах... Анчах унта та кунта хуçăлнă йывăçсем, пушă консерва банкисем, пластик кĕленчесем, пирус пачкисем йăванса выртаççĕ. Мĕнле чунпа пăрахса хăвараççĕ-ши? Харпăр хăй хыççăн мĕншĕн пуçтармалла мар-ши? Çакă пурне те хумхантарать, тасалăхпа тирпейлĕх çинчен шухăшлаттарать.

Апла пулсан, пирĕн те çут çанталăк умĕнчи тивĕçе туймалла: тăван çĕре хисеплемелле, çырма-çатрана сарăлма памалла мар, вăрмана çÿп-çаппа вараламалла мар, Çĕр аннемĕрĕн чĕрĕлĕхне упрамалла.

Экскурси питĕ усăллă та тухăçлă пулчĕ. «Çут çанталăка упрасси - кашнин тивĕçĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем. Килте экскурсие кайса килни çинчен сочинени çыртăмăр.

Алексей АЛЕКСАНДРОВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика