Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

 Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем нумай çул ỹсекен курăк анисем çинче ĕçлеççĕ: çулаççĕ, типĕтеççĕ.

Июнĕн 22-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем 1461 гектар курăк çулнă. Пурĕ 712 тонна утă тата 180 тонна сенаж хатĕрленĕ. Утăпа сенаж хывас ĕçре уйрăмах "Труд", "Слава", "Дружба", "Рассвет" кооперативсем, "Дубовка" тата "АСК" тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹсем, "Искрăпа" "Урожай" колхозсем, "Родина" фермер хуçалăхĕ аван ĕлкĕреççĕ. Сенаж хывас енĕпе - "Рассвет" кооператив, утă хатĕрлессипе вара "Родина" фермер хуçалăхĕ малтисен йышĕнче.

Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрулми йăранĕсене кăпкалатас ĕç пырать. Ăна ĕçченсем 1012 гектар çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсенче кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеме пуçланă. Паянхи куна асăннă ĕçе 50 гектар çинче пурнăçланă.

Тĕштырă уйĕсенче кĕрхи тата çурхи культурăсем акнă 10246 гектар лаптăка çумкурăкран пестицидсемпе гербицидсем, тĕрлĕ сăтăрçăсене тĕп тума 2548 гектар çине хими им-çамĕ сапнă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном



"Каçал Ен"
23 июня 2017
12:53
Поделиться