Комсомольский муниципальный округ

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне 20-е яхăн регионтан килмелле

Шупашкарта июнĕн 24-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне 17 регионтан тата Беларуçран пултарулăх ушкăнĕсем килмелле. Кăçал ăна пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ.

Ака-суха ĕçне вĕçленĕ хыççăн палăртакан мероприятие чылай районта сумлăн ирттерчĕç. Вăл пĕтĕм халăх уявĕ тесен те юрать. Унтан та ытларах - Акатуй пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттерекен канашлусенчен пĕринче сỹтсе явнă май Михаил Игнатьев çынсене унта чăваш тумĕ тăхăнса пыма сĕннĕччĕ. Районсенчи уява фольклор ушкăнĕсем çеç мар, вырăнти тата республикăри влаç органĕсенче ĕçлекенсем те чăваш эрешлĕ тумтирпе тухнине курма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Севастопольти "Туслăх", Мускаври "Атăл", Питĕрти "Нарспи", Тутарстанри "Уяв", Ульяновск облаçĕнчи "Родник", "Укăлча", "Хавас", Тюмень облаçĕнчи "Тăван", Кемĕр облаçĕнчи "Хĕлхем", Самар облаçĕнчи "Çăлкуç", "Улах", Чулхула облаçĕнчи "Чулхула чăвашĕсем", Саратов облаçĕнчи "Палан", Пенза облаçĕнчи "Шăпчăксем", "Асамат", Мурманск облаçĕнчи "Акатуй", Коми Республикинчи "Нарспи", Пушкăртстанри "Элем", "Родники Агидели", Пермь крайĕнчи "Хĕвел", Удмурт Республикинчи "Уяв", Оренбург облаçĕнчи "Пилеш", çавăн пекех Беларуçри "Хамăрьял" ушкăнсем хутшăнаççĕ.



"Каçал Ен"
23 июня 2017
12:51
Поделиться