Комсомольский муниципальный округ

Республикăри вăйăсем

Çĕрпỹ районĕнчи "Звездный" лагерьте республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем çĕртме уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче иртрĕç. Унта районсемпе хуласенче çĕнтернĕ çамрăк пушарнăйсемпе космонавтсем, кадетсем, çарпа патриотизм клубне çỹрекен тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухакансем вăй виçрĕç. Асăннă мероприятие пирĕн районтан Комсомольски 2-мĕш тата Александровка тĕп шкулĕсен çамрăк армеецĕсем хутшăннă.



"Каçал Ен"
23 июня 2017
12:50
Поделиться