Комсомольский муниципальный округ

Кирлĕ хутсем - электрон мелĕпе

Çын судпа айăпланни е айăпланманни пирки калакан справкăна чылай гражданинăн илме тỹр килет.

Вăл патшалăх учрежденийĕсене ĕçе вырнаçнă чухне те кирлĕ. Палăртса хăвармалла, уйрăм граждансен справкине патшалăх тата муниципаллă органсем хăйсем те ыйтса çырма пултараççĕ. Çак справкăна хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин информаци центрĕнчен, муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнчен, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр урлă илме пулать.

Муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнче справка валли çырнă заявленисене кашни кун 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ. Апат вăхăчĕ - 13-14 сехетсенче. Хăвăрпа пĕрле паспортпа унăн копине, СНИЛС илме ан манăр.

Паянхи кун, электронлă самана тапхăрĕнче, ку справкăна шалти ĕçсен пайне кайса çỹремесĕрех илме пулать. Анчах та çыннăн малтанах Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле. Унтан порталта хăйне кирлĕ пулăшăва суйласа илсе ятарлă формăпа ыйтса çырмалла, ун çумне паспортăн сканерланă копине çирĕплетмелле. Вара "Хурав илмелли меслет" уйрăмра "Харпăр хăй кабинечĕ" текеннине суйламалла та хурав кĕтмелле. Заявление пăхса тухсан çак справкăн электронлă тĕслĕхĕ асăннă порталти сирĕн кабинета çитет, ăна Раççей ШĔМĕн электронлă мелпе алă пуснипе çирĕплетнĕ. Вăл федерацин "Электронлă мелпе алă пусни çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн хут çинчи официаллă документпах танлашать. Унсăр пуçне электронлă майпа çак справкăна 10 кун хушшинчех илме май пур, заявлени çырсан вара - 30 кунран çеç.

Г.ЗАЙЦЕВА,

штаб начальникĕ



"Каçал Ен"
23 июня 2017
12:49
Поделиться