Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалах йышăнĕ

20 июня 2017 г.

Кăçалах йышăнĕ

   Çăлпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ - çитес уйăхсенче хута каймалли объект. Ăна ку вăхăт тĕлне хăпартса лартнă, çивиттине витнĕ, хăйне сайдингпа сăрнă. Шалта пÿлĕмсем те тунă, вĕсем çиччĕрен кая марччĕ пулас. Чулхулари “Стройсервис” ООО пурнăçлать кунти ĕçсене. Халĕ Канаш хулинчен килнĕ Анатолийпе Владимир Викторовсем шалта санузел тăватчĕç. ”Пĕлтĕр Комсомольскинче те çак ĕçех тунăччĕ”, - терĕç вĕсем.
   Çурт тулашĕнче те хăш-пĕр ĕçсем пыраççĕ. Канализаци тарасине купаланă. Халĕ Валерий Алексеевпа Андрей Алексеев çурт тавра карта çавăрма çĕр чавса тикĕслетчĕç. Кĕçех газ та, шыв те илсе пырĕç. Газ кĕртме ирĕк илнине пĕлтĕмĕр.

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика