Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хумхантаракан ыйтусем çине - тивĕçлĕ хуравсем

22 апреля 2017 г.

2017 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче республикăра, пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем çапла пулчĕç: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем; РФ Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 598-606 номерлĕ Хушăвĕсене 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта пурнăçлани çинчен. Кунсăр пуçне, информаци кунĕнче çак ыйтусене сÿтсе яврĕç: ялхуçалăхĕнчи çурхи  ĕçсене, экологи субботникĕсене, Йывăç кунне йĕркелесе ирттересси; яллă вырăнсенче, çул хĕррисенче, масарсенче тирпей-илем кĕртесси. Информаци ушкăнĕсен тĕллевĕ Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакан халăхпа тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явасси пулчĕ.
Информаци кунне пирĕн района килнĕ информушкăн йышĕнче ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ А.Ефремов, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева, Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн профилактикăпа прогноз тата пĕрлехи анализ уйрăмĕн начальникĕ А.Егоров, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн заместителĕ - надзорпа профилактика ĕçĕ-хĕлĕн управленийĕн начальникĕ Н.Петров пулнă.Ытти чухнехи пекех ĕç кунĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Тихоновпа тĕл пулнинчен пуçланнă.Информаци кунĕнчи тĕп ыйтусене хускатнисĕр пуçне чаплă лару-тăрура "Раççей МЧСне XXV çул" медале Вăрмарти "Общепит" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ М.Сейфуллина тивĕçрĕ.Çак кунах Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă районти культура ĕçченĕсен фотокуравне республикăран килнĕ тата районти яваплă çынсем хутшăннă. Унтан информушкăн членĕсем пĕчĕк ушкăнсем çине пайланса палăртнă ял тăрăхĕсене çитсе килчĕç.Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн профилактикăпа прогноз тата пĕрлехи анализ уйрăмĕн начальникĕ А.Егоров Кĕлкеш ял тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Кунта вĕсем ял тăрăх администрацийĕн тата шкул коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Яваплă çынсем информкунри ыйтусемпе тĕплĕн калаçрĕç. Малтанах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе, РФ Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 598-606 номерлĕ Хушăвĕсене 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕç. Тирпей-илем кĕртессипе тата пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене те пысăк тимлĕх уйăрчĕç.Ялхуçалăхĕнчи çурхи ĕçсене агротехника требованийĕсене пăхăнса вăхăтра пурнăçламалла. Çак тĕллевпех яваплă çынсем "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе килчĕç. Хуçалăх ака-суха ĕçне тухма хатĕр: техника пĕтĕмпех юсавлă, акма вăрлăхне хатĕрлесе çитернĕ, сĕрмелли-çунтармали материалсене, минераллă удобренисене çителĕклĕ туяннă. Асăннă хуçалăхра акса-лартса илмелли çĕр лаптăкĕ кăçал 1727 гектарпа танлашать, çав шутра - 1497 гектар чухлĕ пĕрчĕллĕ культурăсене, çĕрулмие 230 гектар çинче туса илĕç.Кĕтеснер ял тăрăхĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева пулчĕç. Чи малтанах вĕсем ялти икĕ хутлă хăтлă çурта çул тытрĕç. Кунта пĕрремĕш хутра - библиотека, культура çурчĕ, иккĕмĕш хутра ял тăрăхĕн администрацийĕ. С.Скворцова библиотека заведующийĕ /ÿкерчĕк çинче/ хăнасене библиотекăра хатĕрленĕ куравсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех культура çурчĕн заведующийĕ А.Скворцов та культура çуртĕнче туса ирттернĕ юсав ĕçĕсем, кунти ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Чăннипех те ĕçе пур вăй-хала парса тăрăшаççĕ Скворцовсем, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса ялти культура вучахне çÿле çĕклеççĕ. Кăçалхи март уйăхĕнчен пуçласа Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче Кĕтеснер ялĕнче çуралса çитĕннĕ Олег Ларионович Николаев ĕçлет. Информушкăн членĕсене вăл ялти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кĕтеснерсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе палăраççĕ, ытларах çĕр ĕçĕпе тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕнче 120 яхăн трактор шутланать. 2016 çулта 7 ача çуралнă пулнă, кăçал хальлĕхе 1 ача кăна-ха. Информкун темисене ĕçлĕ ушкăн ял тăрăхĕн, шкул, ача сачĕн коллективĕсемпе сÿтсе явнă. Информаци кунĕн ыйтăвĕсене çутатса панисĕр пуçне Роза Алексеевна хăй йышăнакан должноçне кура пенси тытăмĕнчи ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ: пенси укçине индексацилени пирки, ялхуçалăхĕнче 30 çул ĕçлесе стаж пухнă, ялта пурăнакан ĕçлемен пенсионерсен пенси çумне 25 процент хушса тÿлеме палăртнине 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен чарса лартни çинчен пĕлтерчĕ. Экономикăлла лару-тăрăва шута илсе Раççей Правительстви çак категорири граждансене 2020 çулчченхи тапхăрта социаллă хушма пулăшу парасси пирки РФ Патшалăх Канашне пăхса тухма ыйтнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх Чăваш Республикинче ялхуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçлемен пенсионерсем 60 пине яхăн. Роза Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе тÿлеве илме тивĕçекенсен списокĕсене хатĕрлеççĕ. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков кăçал района çул-йĕр строительствипе юсав ĕçĕсем валли чылай укçа-тенкĕ уйăрасси пирки пĕлтерчĕ. Акă Шăхалĕнчи кĕпере тума 57 миллион тенкĕ уйăрнă.Ялти шкул директорĕ М.Краснова хăнасене шкул музейĕпе паллаштарчĕ. Кĕтеснерсен мухтанмалăх пур. Сăмахран, Чăваш халăх писателĕ В.Алентей, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ В.Павлов тата ыттисем те. В.Павлов музее килсен куççуль кăлармасăр та чăтайман иккен. Кунти музей пирки каламалли, çырмалли темĕн чухлех...Информушкăн çавăн пекех ялти Геннадий Владимиров фермер хуçалăхĕнче те пулса курчĕç. Фермер 200 гектар çĕр çинче ĕçлет. Çураки валли техники, вăрлăхĕ те хатĕр унăн, ĕçлес кăмăлĕ те аван. Хуçалăхра ăна ывăлĕ пулăшса пырать. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче вара çынсене чĕнме тивет.

Мăнçырма ял тăрăхĕ. Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ А.Ефремов, райадминистрацин ялхуçалăхпа экологи уйрăмĕн начальникĕ Н.Николаев Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.Романовпа, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕпе В.Николаевпа тĕл пулчĕç. Унтан çак ял тăрăхĕнчи администраци специалисчĕсемпе, библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕсемпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç, граждансен ыйтăвĕсем çине хурав пачĕç. Ĕçлĕ ушкăн малалла пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогсемпе тĕл пулчĕ. Кун йĕркинчи палăртнă ыйтусене хускатса сÿтсе явасси вĕсен тĕп тĕллевĕ пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ А.Ефремов паллаштарнă май ЧР ĕç тăвакан органсен тата законодательствăсене пурнăçлакан влаçсен умĕнче чи кирли - Чăваш Енри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне çирĕплетсе пырса кунта пурăнакан халăхсен пурнăç шайне ÿстересси пулнине каларĕ. Акă çакна çирĕплетекен кăтарту. Иртнĕ çулта республикăри промышленноç производстви лайăх результатсем кăтартнă, унăн индексĕ 107,6 процент пулнă, çак цифра Раççейре 101,3 процентпа, Атăлçи Федераллă округра 100,8 процентпа танлашнине каларĕ. Ытти нумай ырă пулăмсем çинче те чарăнса тăчĕ Александр Васильевич. Унтан РФ Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 598-606 номерлĕ Хушăвĕсене 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçланине цифрăсемпе çирĕплетсе пачĕ.Ялхуçалăхĕнчи çурхи ĕçсене мĕнле хатĕрленнипе Николай Михайлович тĕплĕн паллаштарчĕ. Кăçал 24,2 пин гектар çинче ялхуçалăх культурисене акса хăварĕç. Район аграрийĕсем хальхи вăхăтра пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене 418 тонна туяннă, çав шутра - 324 тонна суперэлитлă тата элитлă пĕрчĕллĕ вăрлăх, 94 тонна чухлĕ çĕрулмин элитлă вăрлăхне.Раççейре кăçал Экологи çулталăкĕ пулнă май уйрăмах экологи субботникĕсене, Йывăç кунне йĕркелесе ирттересси; яллă вырăнсенче, çул хĕррисенче, масарсенче тирпей-илем кĕртессипе калаçрĕç. Халĕ çак ĕç пур ял тăрăхĕсенче те пырать.Кунашкал ĕçлĕ тĕлпулусем çак кун Кавал, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче те иртнĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене информушкăн членĕсем вырăнти ĕçченсемпе сÿтсе явнă, вĕсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран хурав пама тăрăшнă, хумхантаракан ыйтусене контроле илнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА, Э.МИХАЙЛОВА, И.АНТОНОВА.

 

 



Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика