Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - пирĕн пуласлăх

09 июня 2017 г.

Ачасем - пирĕн пуласлăх

Кашни çулах эпир Тушкилти ача садĕнчи аслă ушкăна çÿренисене шкул сукмакки çине ăсататпăр. Кăçал вĕсем вунтăваттăн пулчĕç. Ачасем кунта туслă выляса ÿснисĕр пуçне шутлама, вулама тата çырма, юрлама, ташлама хăнăхаççĕ, садикре пулса иртекен тĕрлĕ-рен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, районти конкурссенче те хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Акă, Çĕнтерÿ кунне халалланă “Живи и помни” конкурсра “Солнышко” ушкăнри Юлия Иванова, Ксения Георгиева, Диана Александрова, Арсений Игнатьев, Дарья Семенова иккĕмĕш вырăн йышăнса грамотăна тивĕçрĕç.
Сывпуллашу кунĕнче ачасем юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç, кунта ĕçлекенсен ячĕпе ырă сăмахсем каларĕç. Уяв вĕçленсен урама тухса шарсем вĕçтерчĕç, вĕсен вĕçне хăйсен ĕмĕчĕсене çырса хутран каснă кăвакарчăнсем çыхса ячĕç.
Ачасем - пирĕн пуласлăх, çавăнпа та вĕсем сывлăхлă та пултаруллă çитĕнччĕр тесе кунти ĕçченсем куллен вăй-халне шеллемеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика