Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕвелпе йăлтăрать суха касси

«АгроТранСпорт» ООО Чукал тăрăхĕнчи 1200 гектар ытла çĕре сухаласа усă курни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Инвестор 966 гектар кĕр тыррисемпе 243 гектар хĕвелçаврăнăш çитĕнтерет.

«Ырă ĕç çунатлă», - теççĕ халăхра. «АгроТранСпорт» ООО кăçал тата Чукалта 190, Кивĕ Чукалта 310, Пăчăрлă Пашьелĕнче 206 гектар çĕре сухаласа ĕçе кĕртет. Унччен акăнмасăр выртнă, çамрăк вăрман çитĕнме пуçланă çĕрсене хăватлă тракторсем гектар хыççăн гектар «парăнтараççĕ».

 - Çитес çул кунта ылтăн тырă çитĕнĕ, - хавхаланса калаçаççĕ паян ял çыннисем. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2017
15:45
Поделиться