Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вырăнта курăнарах парать

ИРТНĔ эрнекун пирĕн районта Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев ертсе пынипе министерство коллегийĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, министр çумĕсем Надежда Никандрова тата Виктор Ковалев хутшăнчĕç.

Министр çумĕсем ытларах Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майри Указĕсене пурнăçлас, Чăваш Республикинче ĕçсĕрлĕхе чакарас, сусăрсене ĕçе вырнаçтарас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Ларура çавăн пекех Етĕрнери тата Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен ертỹçисем тухса калаçрĕç. 

Хамăрăн района илес пулсан, вăл ĕç рынокне йĕркелес, вăрттăн ĕç укçи тỹлессине пĕтерессипе сахал мар ĕçсем туса ирттерет. Çакă район аталанăвĕпе, бюджет ыйтăвĕсемпе те çыхăннă. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси йĕркеленĕ. 

Кăçалхи январь уйăхĕнче çынсене саккунсăр майпа ĕçлеттернине тĕрĕслес тĕлĕшпе районта темиçе рейд ирттернĕ, вĕсен вăхăтĕнче çакнашкал 184 тĕслĕхе тупса палăртнă. 

Иртнĕ пилĕк уйăхра районта экономикăпа социаллă аталану енĕпе ĕçлекен комиссин тăватă ларăвĕ пулса иртнĕ, вĕсенче 22 предпринимателе тата 8 организаци ертỹçине итленĕ. 

Хальлĕхе районта вунă рейдра 37 объекта тĕрĕсленĕ, вунă çын ĕç килĕшĕвĕсĕр ĕçленине палăртнă. Çакăншăн пĕр предприниматель пирки административлă ĕç пуçарма тивнĕ. Июнĕн 10-мĕшĕ тĕлне 76 çынпа ĕç килĕшĕвĕ тунă.

Лару ĕçне Сергей Дмитриев министр пĕтĕмлетрĕ, Чăваш Республикин Правительствипе Ĕçлев тата социаллă министерстви умĕнче тăракан ыйтусене палăртрĕ. 

Ларура ĕçре палăрнисене Раççей тата Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствисен Хисеп грамотисемпе чысларĕç. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2017
15:43
Поделиться