Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта иккĕ авланнă çын пулман, паян та çук

09 июня 2017 г.

Шĕмшеш ял тăрăхĕнче илемлĕ те пĕчĕк ялсенчен пĕри шутланать Кăраклав. Вăл Пиçенертен инçех мар вырнаçнă. Хитре те лăпкă вырăнĕпе, ял варринчи тасалăхĕпе, шăплăхĕпе тыткăнлать ял çыннине.

Кунта питĕ илемлĕ. Çакна эпĕ Кăраклав ялне çитсе кĕрсен тÿрех асăрхарăм. Пĕртен-пĕр урамра тасалăх хуçаланать. Пĕр тикĕссĕн такăрлатнă çулпа малалла утса пынă чух пысăк та çĕнĕ икĕ хутлă çуртсем куç тĕлне пулаççĕ. Вĕсем кунта нумаях мар пулин те ялта пурнăç вĕресе тăнине ăнланатăн. Акă ял вĕçĕнче пĕр çемье пĕр- пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса тем ĕçлет. Çуллахи вăхăтра кил картинче те ĕçĕ тупăнсах тăрать-çав. Çавна май ял çыннине те кăнтăрлахи вăхăтра урамра хутран-ситрен çеç курма пулать. Ачасем нумаях мар пулин те ял пуçне кĕрекен асфальт çул çине пухăннă. Кунта вĕсене валли мечĕкпе выляма та, сикмелле ăмăртма та вырăнĕ килĕшÿллĕ. Шкула вĕренме юнашарти Мăн Вылă ялне çÿреççĕ. Аслисемпе пĕрлех пĕчĕккисен те хĕлле те, çулла та уй урлă сукмак такăрлатма тивет.  

Ял пурнăçĕпе кăсăкланнă май ялти ватăсемпе сăмахласа илес терĕм. Вĕсем ку ялта йышлă мар иккен. 77-ри Клавдия Владимирова, сакăр вуннăри Анна Прокопьева, Ураскилтрен килнĕ Парамоновсен çемйинче пурăнакан Аркадий Петров пур. Аслă ăрурисем ĕлĕкхи пурнăçа аса илсе темĕн те каласа пама пултараççĕ.

Ĕлĕк Кăраклав хаяррине сыпма юратакан хĕрарăмсем йышлă пулнипе паллă пулнă иккен. Халĕ вара пачах урăхла, кунта ĕçчен те туслă пурăнакан, кил ăшшине упрама пĕлекен хĕрарăмсем йышлă. Романова ятпа хисепленсе тăракан урама икĕ енчен уй хапхисем тытса лартнă. Каç пулсан касуран килнĕ ĕнесем хуçисем сĕт суса илнĕ хыççăн хăйсемех урамра ирĕккĕн курăк çисе çÿреççĕ. Ĕçрен пушаннă ял çынни те вара пĕр-пĕринпе калаçма урамра пухăнать. Иртнĕ çулсенче пĕр-пĕр уяв тума çемйисемпе туслăн хăнана пухăннă. Пĕри ĕçкĕ-çикĕ тума хатĕрленнĕ пулсан, унта ялĕпех пĕр-пĕрне хисеплесе уявлама пуçтарăннă, ташланă, юрланă, савăннă.

Район центрĕнчен аякра вырнаçнăран тата вырăнта ĕç çукран Кăраклавсем выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал чылай усраççĕ. Кунта килĕренех 3-4-шар пуç ĕне тытаççĕ. Тупăш тăвас тесе ял çынни ирсерен сĕт пама васкать. Выльăхне те сахал мар усранăран çĕр лаптăкĕсем те нумай хăшĕсен. Çĕр çинче ĕçлеме çăмăл мар вара - техника та тытма тивет. Парамоновсен, Прокопьевсен килĕ умĕнче трактор тата ытти агрегат ларни те çавнах çирĕплетрĕ. Хуларан куçса килме шут тытнă Егоровсен икĕ хутлă çурт капмаррăн курăнса ларать. Ял пурнăçне килĕштерсе унтах пурăнма шутланине кам ырламĕ;

Ялăн малашлăхĕ çамрăксенчен килет тенине хальхи вăхăтра тăтăшах илтме пулать. Уйрăмах кун пирки ватăсем калаçаççĕ. Кăраклавра та çак ыйту темиçе çулах çивĕч тăрать, мĕншĕн тесен çамрăк ăру кунта сахал. Шкултан вĕренсе тухнисем те ялта тытăнса тăмаççĕ. Акă урампа киленсе пынă чух кивелсе юхăннă, йĕри-тавралла тĕрлĕ йывăç çавăрса илнĕ çуртсем куç тĕлне пулни тăван кил пирки маннă ачи-пăчи нумай çул яла килменнине ăнлантарать. Акă пĕр енче умлăн-хыçлăнах лараççĕ вĕсем. Çĕнĕ йышши çуртсем хушшинче пушшех те мĕскĕннĕн курăнаççĕ-çке. Ачи-пăчи тăван кил ăшшине упраса хăварманни ялăн малашлăхĕ çине витĕм кÿрет те.

Ялти староста тивĕçĕсене тытса пыма Владислав Викторова шаннă. Вăл ирĕке ĕçлеме çÿрет пулин те ял халăхне тăтăшах пухма тăрăшать.

Ĕлĕкхилле ял çыннисем йышлăнах пухăнаймаççĕ пулин те, хастарсем тупăнни савăнтарать. Малтан акă килĕренех темиçешер çын Кăраклав ялĕ çумĕнче вырнаçнă сурăх, пăру фермисене васканă. Конюшня та пулнă. Хăшĕсем Ишпарайккăри 400 пуçран тăрăкан ĕне фермине ир-каç çула такăрлатнă. Унта та ĕç вĕресе тăнă. Ялти 800 пуç сыснана пăхма та çăмăл пулман. Ĕç вырăнĕ пулнă çав-çавах. Пушкин ячĕллĕ колхоза ку ялтан пăрçа, утă çулма 30 çынран ытла тăракан бригада тухнă. Каçхине вара çамрăксем те, ватти-вĕтти те урам варринче вырнаçнă клуба кино пăхма пуçтарăннă. Паянхи кун унăн самаях кивелнĕ пÿрчĕ кăна ларать. Унпа юнашар ферма хуралĕн çуртне килсе лартнă.

Вĕсем хушшинче ĕçчен çынсем кил-çурта хăтлă тытма тăрăшни, çамрăксем тăван кĕтесшĕн çунни тата ача-пăча сасси урамран татăлманни кунта пурăнакансене савăнтарать. Çакă ял пĕтменнине те пĕлтерет ĕнтĕ.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика