Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Свидетельствăсем панă

Свидетельствăсем панă

Тунтикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче ачасен хаваслă сассисем илтĕнчĕç. 
“Пурăнмалли çурт-йĕр 2015-2020 çулсен тапхăрĕнче” тĕллевлĕ программăн “Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси” çумпрограммăна пурнăçласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке 3 тата ытларах ачаллă тăватă çемьене пурĕ 3024,0 пин тенкĕлĕх свидетельствăсем пачĕ.
Телейлĕ çемьесем çывăх вăхăтра хăйсене кăмăла каякан хваттер е çурт туянма е çĕнĕ пÿрт лартма тытăнма пултараççĕ.
Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнчи Вырăс салинче пурăнакан Христина Витальевна Егорова, Александр Николаевичпа Алена Николаевна Степановсем (Элпуç), Сергей Васильевичпа Лариса Анатольевна Цырульниковсем (Чутей), Марат Эрмекбаевичпа Раиса Валерьевна Топчупаевсем (Сăхăтпуç, сăн ÿкекрчĕкре) хăйсен ачисен пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн республика правительствипе район администрацине тав тăваççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
20 июня 2017
09:46
Поделиться