Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта - 50-мĕш ача

Çемьере ача çурални ашшĕпе амăшĕшĕн çеç мар, çывăх тăванĕсемшĕн те савăнăç, пуриншĕн те кĕтнĕ самант. ЗАГС пайĕнче çулталăк пуçланнăранпа районта 50-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Телейлĕ ашшĕпе амăшĕ Екатеринăпа Сергей Кондратьевсем Якунекасси ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен çак кунсенче ывăл ача çут тĕнчене килнĕ, вăл çемьере иккĕмĕш пепке. Ăна Артемий ят панă. Çак пулăмпа Кондратьевсен çемйине ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева савăнăçлă лару-тăрура саламланă. Ашшĕпе амăшне ачисене тĕрĕс пăхса ÿстерме, тивĕçлĕ воспитани пама ырлăх-сывлăх, телей суннă, асăнмалăх парне панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июня 2017
16:15
Поделиться