Комсомольский муниципальный округ

Шурă халатлисен уявĕ

Медицина ĕçченĕн кунĕ умĕн, çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансем, ветерансем культурăпа кану центрне савăнăçлă уява пуçтарăнчĕç.

Мероприятие больницăн тĕп тухтăрĕ Валентина Озерова уçрĕ, ĕçтешĕсене - хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне тăван халăхăмăрăн сывлăхне упрамашкăн тата çирĕплетмешкĕн парнелекен ырă чунлă та ăшпиллĕ сиплевçĕсене - професси кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

- Тимлĕхĕршĕн, ырă кăмăлăршăн тав тăватăп. Сирĕн пархатарлă ĕçĕр халăхăн социаллăх тĕлĕшĕнчи тăнăçлăхĕпе тỹрремĕнех çыхăннă. Сирĕн витĕмĕрпе çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланать, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать. Çакăнпа чăннипех мăнаçланмалла. Сывлăха упрассишĕн пирĕнтен кашнийĕн тăрăшмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, спортпа туслашмалла. Уяв ячĕпе сире, шурă халатлă ĕçченсем! - саламларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Надежда Петрова.

Савăнăçлă мероприятире ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тата маттур тăрăшакансене Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. Тамара Еремеевăна, Анна Козловăна Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕн Тав хучĕпе чысласа саламларĕç. Нина Евсеева, Раиса Земскова, Надежда Козлова Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Людмила Алексеевăна, Илсияр Галяльтдиновăна, Светлана Горшковăна, Татьяна Григорьевăна, Альбина Деменковăна, Галина Красновăна, Лилия Купировăна, Александр Макарова, Марина Маринăна, Елена Можаевăна, Лариса Платоновăна, Минслу Сахровăна, Зоя Смирновăна, Татьяна Тарасовăна Комсомольски район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Çавăн пекех ĕçченсен тăрăшулăхне ỹстерес, чи маттуррисене палăртас тĕллевпе кăçал тĕп больница ятарлă конкурс йĕркеленĕ. "Чи лайăх кабинет" номинацире оториноларингологи пỹлĕмĕ палăрнă. Терапи уйрăмĕ "Чи лайăх уйрăм" номинацире, Аслă Çĕрпỹелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ "Чи лайăх офис" номинацире палăрнă. Тукай Мишерĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ те - чи лайăххисен йышĕнче.

Уяв каçне "Салам" пултарулăх ансамблĕ, Мария Долгова ертсе пыракан ачасен фитнес-аэробика ушкăнĕ тата ыттисем те хăйсен юрри-ташшипе илем кỹчĕç.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
20 июня 2017
10:10
Поделиться