Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнчĕ, кĕрлерĕ Акатуй

14 июня 2017 г.

Районти Ĕçпе юрă тата спорт уявне кăçал паллă датăна – Вăрнар районĕн 90 çулхи юбилейне халалларĕç. Çак ятпах кăçал Акатуйĕнче пуçласа Вăрнар гимнне янраттарчĕç, тÿпене район гербĕн тĕсĕсене сăнлакан шарсем вĕçтерчĕç.

Акатуй сасси вара Вăрнар çийĕн çак пулăмсенчченех янăрарĕ. Поселокри тĕп площаде ир-ирех культура çурчĕсен коллективĕсем пухăнчĕç, чăвашсен илемлĕ юрри-кĕввипе тыткăнларĕç. Вĕсем кунтан тытăнса районти  культура çуртне çитиччен юрласа утни те уяв сĕмне ÿстерчĕ. Советски урамне тăршшĕпех тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе илемлетни те савăнăç кÿчĕ.

Çак кун районти Акатуйĕнче вăрнарсем хисеплĕ хăнасене кĕтсе илчĕç: Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председательне Сергей Павлова, Чăваш ен патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçине – тĕп инспекторне Виктор Кочеткова. Район ертÿлĕхĕпе – Геннадий Спиридоновпа, Леонид Николаевпа, Вячеслав Горбуновпа – пĕрле вĕсем культурăпа кану паркĕнчи «Хăна урамне» пăхса çаврăнчĕç. Ял поселенийĕсен палаткисем кăçал Раççейри Экологи çулталăкне тата Чăваш енри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне палăртрĕç. Кашнин хăйĕн тема: кĕçĕн-кипексем йăлт сĕтрен хатĕрленĕ апата сĕнчĕç, ершепуçсем, калининăсем – пулăран, шĕнер-ишексем – кăмпаран,  аçăмçырмисем – суханран тата ытти те.

Çурхи çăмăл мар ĕçсене вĕçленĕ ятпа Вăрнар районĕн ĕçчен çĕр çыннисене, çавăн пекех ытти отрасльте тимлекенсене саламланă май, сумлă хăнасем вăрнарсем чылай кăтартупа малта пынине, районăн пĕрлехи аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç. Чи-чи ĕçченнисем, маттуррисем вара çак кун Акатуй сцени çине хăпарма тивĕçрĕç.

Вĕсен йышĕнче малта пыракан хуçалăх-предприятисен ĕçченĕсем чылай пулчĕç. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хатĕр продукцисен склачĕн весовщици Надежда Николаева «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн тĕп инженерĕ Игорь Сапожников «Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç.

К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тĕп бухгалтерне Марина Шумилована Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

«Янгорчино» хуçалăхăн зоотехник-селекционерне Надежда Сергеевана тата водительне Юрий Леонидова Чăваш ен Пуçлăхĕн Тавне пачĕç.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илнисем: Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн машинисчĕ Венера Яковлева, слесарĕ Иван Ленгин, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тĕп ветврачĕ Людмила Александрова, «Мураты» хуçалăхăн бригадирĕ Ираида Прокопьева,  Вăрнарти аш-какай комбиначĕн мастерĕ Алексей Егоров, формовщици Елена Магушова, газоэлектросварщикĕ Сергей Никитин, республикăри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен районти уйрăмĕн председателĕ Василий Львов.

Культурăри кăтартуллă ĕçсемшĕн Уйкас Кипекри культура çурчĕн заведующине Лидия Михайлована, Кушар Юнтапари тата Услапари библиотекăсен библиотекарĕсене Алина Спиридонована тата Альбина Алексеевана республикăри профильлĕ министерствăн Хисеп грамотипе чысларĕç. Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн Хисеп грамотипе – «Теплокомфорт» мастерне Михаил Воронцова, «Интех» мастерне Лариса Чекулована, «Водоканал» механикне Виталий Скворцова.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене Вăрнарти аш-какай комбиначĕн весовщици Наталия Павлова, разнорабочийĕ Вера Петрова, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн мастерĕ Елена Григорьева, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх тракторисчĕ Андрей Осипов тивĕçрĕç. Хурăнсур Çармăсри Екатерина Кузьмина – Раççей хĕрарăмсен Канашĕн Хисеп грамотине.

Çавăн пекех сцена çинче Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Л.Черкесовăн Тавĕсене, «Единая Россия» партин, район администрацийĕн, Чăвашпотребсоюзĕн, «Удачный сезон» компанин тата ытти Хисеп грамотисене илекенсем чылаййăн пулчĕç.

Кăçалхи çуракире пĕтĕм хуçалăх тăрăшса ĕçленĕ. Анчах та «Санары», К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» хуçалăхсен, Вăрнарти аш-какай комбначĕн уйĕсем паркарах çитĕннĕ. Çĕр ĕçĕн пысăк культуришĕн тата прогрессивлă технологипе усă курнăшăн вĕсене Дипломсем парса хавхалантарчĕç.

Вăрах вăхăт сивĕ тăнă хыççăн ăшăтса янă май Акатуйра халăх та питĕ йышлă пулчĕ. Кашниех кăмăлне кура савăнма пултарчĕ – кам концерт пăхса, кам спорт вăййисенче, кам вăйă-кулăра.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика