Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотека уншăн иккĕмĕш кил

17 июня 2017 г.

Кĕтеснерти библиотека заведующийĕ Светлана Валерияновна Скворцова район Акатуйĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятире «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ăна вăл чăннипех те тивĕçлĕ. Библиотека ĕçĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 25 çул. Ĕçре, обществăлла пурнăçра активлăхпа палăраканскерĕн çитĕнĕвĕсем те чылай.

                                            

Кĕтеснерте çуралса çитĕннĕскер ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Светлана Хусанти техника училищине пĕтернĕ, кондитер пулса ĕçленĕ. Хитре тортсем хатĕрленĕ вăл, вĕсене илемлетнĕ. Чунĕ яланах искуссво еннелле туртăннă.

 

Пĕррехинче ăна Кĕтеснерти ял библиотекине ĕçлеме чĕнеççĕ. Библиотекăра ĕçлеме пуçланăранпа çĕнĕ пурнăç пуçланать Светлана Валерияновнан. Йăлтах юратнă ĕçе халаллать вăл хăйне. Библиотекăра ĕçленĕ вăхăтрах вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе Алексей Скворцовпа паллашать. Ун чухне Алексей художествăлла руководитель пулса ĕçленĕ, халĕ вара культура çурчĕн директорĕ. Ĕçре те, килте те яланах пĕрле туслă мăшăр. Библиотекăра ĕçленĕ вăхăтра вăл куçăмсăр майпа Шупашкарти культпросвет училищине вĕренсе пĕтернĕ. Библиотека С.Скворцовăшăн иккĕмĕш кил. Кунта пур япала та чуна çав тери çывăх. Ялти вулакансене кунта хăтлă пултăр тесе мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем ир те, каç та сахал мар ĕçленĕ, юсав ĕçĕсем тунă. Вулавăшри кĕнеке çÿлĕкĕсене, сĕтелсене, алăксене тата ыттине те Алексей Гурьевич хăй аллипе тунă. Çывăх çынни ăнланса пынăшăн, яланах пулăшнăшăн савăнать Светлана.

 

Кашни кĕнеке ăçта вырнаçнине пĕлекен библиотекарь вулакансене мĕн кирлине тупса панăшăн, аслă ÿсĕмри çынсене кăштах та пулин тимлĕх уйăрса савăнтарма пултарнăшăн хĕпĕртет.

 

Хисеп хучĕсемпе дипломсен йышне асăнса та пĕтерейрес çук.

 

Библиотека ĕçĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн С.Скворцова 2015 çулта ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Тав Çырăвне тивĕçнĕ. 2016 çулта вăл республика шайĕнчи конкурсра «Муниципаллă библиотекăн чи лайăх ĕçченĕ» номинацире çĕнтернĕ.

 

2017 çулта «Сывлăх маршĕ», «Чи лайăххине вулатпăр: 2017 çеккунтпа танлашакан вулав» республика акцийĕсене хутшăннăшăн ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерствин дипломĕсене тивĕçнĕ.

 

Ĕçе юратса пурнăçласан ăнăçу пулатех.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

 

Первоисточник: Э.Михайлова.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика