Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял урамĕсене кулленех такăрлаççĕ

17 июня 2017 г.

Аслă Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕнче Антонина Сильвестровна Обручкова, Надежда Николаевна Чернова, Эльвира Алексеевна Хушкина почтальонкăсем тăрăшаççĕ.

Ялта пурăнакансем хаçат-журнал вулаччăр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашсах тăччăр тесе чунĕсене парса ĕçлеççĕ вĕсем. Кашни килтех кĕтнĕ çынсен - пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă пултаруллă почтальонкăсен пархатарлă ĕçне почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Лидия Федоровна Адюкова ырă хак парать:

- Палăртнă плана çулсеренех тултараççĕ ĕçĕсене чунтан парăннăскерсем. Ăшă е шăрăх, çумăр е çил-тăман - вулакансем патне яланах вăхăтлă çитеççĕ.

Почтальон пулса чылай çул тăрăшнă тивĕçлĕ канури Тамара Михайловна Амасева пирки те чылай ыррине каларĕ ертỹçĕ. Çак çулсем хушшинче сахал мар çухрăм хыçа хăварнă ĕçчен.

Аслă Елчĕксем "Елчĕк ен" тата ытти тĕрлĕ хаçатсене кăмăлласах çырăннине хыпарлаççĕ почтальонсем. Район хаçатне паянхи кун 420 çемье илсе тăрать. Пенсионерсем уйрăмах харсăр. София Агеевăна, Олимпиада Горшковăна, Александра Ефимовăна, Калерия Татминăна тата ыттисене те уйрăммăн палăртса хăварчĕç почтальонсем.

Е.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика