Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Малта пыракан механизатор

Малта пыракан механизатор

Районти акатуйра “Акконд агро-фирма” общество механизаторне Андриян Александрова Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç.
-Чăннипех те тивĕç вăл пысăк чыса,-терĕç пĕрле ĕçлекенсем ун пирки сăмах хускатсан. 
А.Александров ĕçе типтерлĕ тăвакан, техникăна упраса ĕçлекен, малашлăха ăнтăлакан механизатор пулнине палăртрĕç вĕсем.
Пĕлтĕр вырмара ДОН-1500 комбайнпа пуринчен нумай тырă çапнă вăл. Ĕçри кăтартăвĕпе районти комбайнерсен хушшинче те малтисен йышĕнче пулнă. Кăçалхи çураки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлесе “Акконд агро-фирма” общество районта пĕрремĕш вырăна тухнă, уявра I степеньлĕ Дипломпа наградăланă коллектива. Çак çитĕнÿре хастар механизаторăн тÿпи те пысăк ĕнтĕ.



"Ял ĕçченĕ"
16 июня 2017
16:02
Поделиться