Комсомольский муниципальный округ

Авточупу иртрĕ

Германире совет çарĕн йышĕнче хĕсметре тăнисем июнĕн 9-мĕшĕнче хăйсен уявне паллă турĕç. Кăçал ăна Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă.

Германи çĕрĕнче çарта тăнă ентешĕмĕрсем малтанах Мухтав монуменчĕ патне пухăнчĕç. Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунă паттăрсене халалласа чечек кăшăлĕ хурса вĕсене хисеплесе пуç тайнă хыççăн вĕсем пурте пĕрле районти çар комиссариачĕ енне çул тытрĕç. Часах ентешсем çумне Атăлçи федераллă округри Германире совет çарĕн йышĕнче тăнă обществăлла организацин ертỹçисемпе унта тăракансем хутшăнчĕç. Палăртса хăварам, çак кун Шупашкар хулинчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ патĕнчен ирхи 6 сехетре авточупу, республикăри кашни района çитсе курма, хускалнă. Авточупăва хутшăннисене каçалсем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Тăшмана парăнман, Тăван çĕршывра тỹпери сар хĕвел ăшшăн, тăнăç пăхнине пулас ăрусем те курччăр, савăнччăр тесе хăйсене шеллемен паттăрсен палăкĕ умĕнче пĕр минут шăппăн тăчĕç. Ун хыççăн пухăннисем çар комиссариачĕ умĕнче асăнмалăх пĕрле сăн ỹкерттерчĕç, каярах пĕр-пĕрин пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлме васкарĕç.

Атăлçи федераллă округĕн ветеранĕсен уйрăмĕн ертỹçи Геннадий Кошкин совет çарĕсен Германири ушкăнĕн районти ветеранĕсен ассоциацийĕн ертỹçине Анатолий Архипова  уяв ячĕпе саламласа Хисеп грамоти парса чысларĕ. "Пограничное братство" районти обществăлла организацин ертỹçин çумĕ Геннадий Филиппов вара ăна "Астăвăм" кĕнекене парнелерĕ. Раççей, Чăваш Республикин ялавĕсене мăнаçлăн çĕклесе авточупăва хутшăннисем Елчĕк районне çул тытрĕç.

Районта вара мероприяти малалла пычĕ. Пухăннисем кашнине кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕç, малашне туса ирттермелли ĕçсен графикне палăртрĕç.

А.ДЕНИСОВА



"Каçал Ен"
16 июня 2017
14:01
Поделиться