Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каникулта та шкул хăй патнех туртать

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Вутлан шкулĕнчен пурĕ 41 ача пĕлÿ илчĕ. Парта хушшине пĕрремĕш хут ларма вара 6-ăн хатĕрленеççĕ. Каникул вăхăчĕ пулин те шкул алăкĕ кашни кунах уçă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем стадиона футболла выляма пуçтарăнаççĕ. Çулсеренех практика вăхăтĕнче те ачасем йышлăн çÿреççĕ. Шкул пахчинче ĕçлемелли тупăнсах тăрать. Вĕрентекенсемпе шкул ачасем çум çумлаççĕ, йăрансене кăпкалатаççĕ, пахча çимĕç шăвараççĕ, тирпейлĕхе тытса тăраççĕ.

Вĕренÿ тапхăрĕнче хĕрачасемпе арçын ачасем тĕрлĕ кружоксене çÿрерĕç. Чылай вăрттăнлăха вĕренчĕç. Анчах та технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсене вĕренме Элĕкри вăтам шкула кайма тиврĕ. Ялти шкулăн вĕрентекенĕсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те кунтах вĕренни усăллăрах тесе шутлаççĕ, мĕншĕн тесен технологи урокĕсенче ачасем ăсталанă япаласем киле килеççĕ е шкулта упранса юлаççĕ. Вĕсене çывăх çыннисем алла тытса курма, хăйсен тĕпренчĕкĕсем ăсталанă япалисемпе мухтанма пултараççĕ.

Килес çулхи вĕренÿ çулĕн-чен асăннă предметсене кунтах вĕрентме палăртнă. Вĕренÿ тапхăрĕ вăхăтĕнче ачасене кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Апат-çимĕç кÿрсе тăрассине Элĕкри М.Николаева уйрăм предпринимательпе килĕшÿ туса йĕркеленĕ.  

Людмила Никандрова шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, пултаруллă та пысăк ăс-хакăллă ачасем нумай. Кашни ачах пултарулăха мĕнре те пулин кăтартма пултарать. Вĕсем вĕренÿре маттур пулнипе пĕрлех спортпа та питĕ туслă. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен Света Андреева пĕрремĕш класранах «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пырать. Унăн пур енлĕ пултарулăхĕ юрă-ташăра, илемлĕ ÿкерме пĕлнинче, шкул пурнăçĕнче хастар пулнинче те палăрса тăрать. Çиччĕмĕш класри Николай Андреев, улттăмĕш класра вĕренекен Дмитрий Каратаев спортра маттур. Дима уйрăмах бокса юратать. Вăл Раççей шайĕнче иртекен турнирсене хутшăнать, малти вырăнсем йышăнать. Володя Васильев чупассипе тата футболла лайăх выляссипе хастар.

Пĕтĕмпе ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн вунă вĕрентекен тăрăшать. Ачасене пур енлĕн аталанма, район, республика шайĕнчи тата тĕрлĕ йышши олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнма майсем пур. Пысăк квалификациллĕ педагогсем ĕçлени те, çав вăхăтрах ачаран хăйĕнчен те нумай килет. Шкул çумĕнче «Колобок» ача сачĕ ĕçлет. Унта 23 ача çÿрет. Воспитатель ĕçĕсене Евгения Сорокина пурнăçласа пырать. Вăл садикре пиллĕкмĕш çул тăрăшать. Пĕчĕккисемшĕн вăл иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех.

А.ДАРИНИНА.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 июня 2017
12:01
Поделиться