Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван ен культурине тĕпчетпĕр

Кĕнеке тавракурăма анлăлатать, ăс-хакăла ÿстерет. Кĕнеке вулани культура туприне упрама, ăна хисеплеме вĕрентет. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те ачасем кĕнекепе туслă.

Ехремкасси ял тăрăхĕнче вулакансен йышĕ çулран-çул йышланса пырать. Сывлăх енчен хавшак çынсем патне тунтикунсерен килĕсене илемлĕ литературăна çитерсе парассине те йĕркеленĕ.

Библиотекăра уйăхсеренех тĕрлĕ мероприяти иртет: литература каçĕсем, кĕнеке куравĕсем, тĕлпулусем. Ехремкасси ял библиотеки ытларах тăван тăрăх историне, йăли-йĕркине тĕпчессипе, вĕсене сыхласа хăварассипе ĕçлет. Тăван ен культурине тата историне тишкеретпĕр, ял тата çырма-çатрапа варсен ячĕсем мĕнле пулса кайнине тĕпчетпĕр. Ачасемпе Сурхури, Çăварни тата ытти уявсене ирттеретпĕр. Арçын ачасемпе хĕрачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Çавăн пекех хастарсем «Пчелка» кружока çÿреççĕ. Кунта темĕн тума та вĕренеççĕ. Библиотека çумĕнче музей та ĕçлет. Кунта пирĕн мăн асаттесемпе асаннесен культурине, вĕсем мĕн ĕçлесе пурăннине пĕлме пулать. Библиотекăра «Тăван ен» ятлă сăвă çыракансен кружокĕ те пултаруллисене илĕртет. Çавăн пекех кружокра паллă çыравçăсен пултарулăхĕпе те паллашатпăр ачасемпе.

Ялти библиотекăна чуна кантарма килекенсем те пур. Пурне те хапăлласах йышăнатпăр. Канăва усăллă ирттерме культура ĕçченĕсем, тĕрлĕ кружока çÿрекенсем пулăшаççĕ. Библиотекăра чуна уçса калаçнисĕр пуçне пурнăçра кирлĕ нумай япалана вĕренме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пулать-çке. Çулталăк вĕçĕнче вара чи нумай вулакана палăртатпăр, хастаррисене парнепе тата Хисеп хучĕпе хавхалантаратпăр.

Алина АНДРЕЕВА, библиотекарь.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 июня 2017
12:01
Поделиться