Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фельдшерсем ларăва пухăннă

Июнĕн 14-мĕшĕнче Йăлкăшри фельдшерпа акушер пунктĕнче фельдшерсен пĕрлĕхĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Йăлкăш участокĕнче халăха амбулатори пулăшăвĕ парас ыйтăва пăхса тухнă. Ку ыйтупа Альбина Борисова заведующи тухса калаçнă. Альбина Иосифовна хăйĕн калаçăвĕнче фельдшерпа акушер пунктĕнче санитарипе эпидемиологи йĕрки, «Сывлăх шкулĕн» ĕçĕ тата çийĕнчех пулăшу памалли ĕçе йĕркелемелли çине тимлĕх уйăрнă. Элĕкри тĕп больницăн медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ Любовь Смирнова вара фельдшерпа акушер пункчĕсен пилĕк уйăхри ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех районти участоксенче пулăшăва лайăхлатас ĕçĕн планĕпе те паллаштарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 июня 2017
11:59
Поделиться