Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăр çуни халăха савăнма чăрмав кÿмерĕ

16 июня 2017 г.

 Çак ăмăр çанталăкра Арапуç ялĕнчи тĕп стадионта та ял уявĕ иртнĕ. Стадиона тĕрлĕ шарсемпе, ялавсемпе илемлетни тата савăнăçлă юрă кĕвви таврана саланни, ачасем валли вĕрсе хăпартнă вăйă площадки, карусель, суту-илÿ точкисем, шашлăк пĕçерсе хатĕрлени çанталăкăн тĕксĕмлĕхне сирме пулăшрĕ темелле. Ял халăхĕ палăртнă вăхăт тĕлне стадионалла васкарĕ.

Уявăн савăнăçлă саманчĕ пуçланнине Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев пĕлтерчĕ. Вăл пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе ăшă сăмахсем каласа, ял пурнăçĕнчи обществăлла ĕçсене активлă хутшăнакансене тав туса Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Çавăн пекех ял халăхне уяв ячĕпе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕн заместителĕ Н.Иванова, Арапуç ял тăрăхĕн депутачĕ А.Кузьмин, Арапуç ял çынни И.Белов, уявăн тĕп спонсорĕ - Арапуç ял çынни Ю.Петров саламларĕç, пурнăçра ăнăçу сунчĕç. Уяв мероприятийĕсене йĕркелÿ комитечĕ аван йĕркеленĕ. Концерт программи пынă вăхăтрах спорт вăййисем те пулчĕç. Кам турник çинче туртăнса, вăрăмăшне сиксе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кире пуканне те арçыннсемпе хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе ăмăртса çĕклерĕç. Михĕ тăхăнса ăмăртакансене, алă вăйĕ виçекенсене те курма интереслĕ пулчĕ. Чи кăсăкли вара - наци кĕрешĕвĕ. Кĕрешсе çĕнтерекенсене така кĕтет-çке! Унăн çĕнтерÿçи вара Арапуç çамрăкĕ К.Михайлов пулчĕ. Ытти спорт ăмăртăвĕсенчи çĕнтерÿçĕсене те тĕрлĕ призсем парса хавхалантарчĕç.

Шупашкартан килнĕ И.Шинжаева, А.Выйгетова, С.Петров, И.Шинжаев артистсем пуçтарăннă халăха чылайччен савăнтарчĕç. Уяв савăнăçĕ ял çийĕн тахçанччен саланчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика