Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕмшешсен - çĕнĕ ертÿçĕ

14 июня 2017 г.

Ĕнер, июнĕн 13-мĕшĕнче, Шĕмшеш ял тăрăхĕн администрацийĕнче вырăнти депутатсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ. Унта Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кам пуласси уçăмланчĕ. Вăл - Вячеслав Николаевич Марков.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне ларма кандидатсен конкурсĕ пыни пирки маларах пĕлтернĕччĕ. Комисси членĕсем икĕ кандидата пăхса тухнă хыççăн хăйсен йышăнăвне Шĕмшеш ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвне тăратрĕç. Комисси йышăнăвĕпе депутатсем килĕшрĕç. Вячеслав Марков Элекеньушкăнь ялĕнче çуралнă. Халĕ Сурăмпуç Шĕмшешре пурăнать, çемьеллĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче агроном профессине алла илнĕ. Ĕç-хĕле «Аликовский» совхозра пуçланă. Унтанпа чылай çул ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Кăçал Шĕмшешри культура çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика