Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ал ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç

14 июня 2017 г.

Июнĕн 10-мĕшĕнче Элĕкри тĕп библиотека Акатуй уявĕнче «Атте-анне пурри - кил илемĕ» кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ. Ăна Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Куравра çемьери йăла-йĕркене тытса пыма, хисеплеме тата ырăпа усала уйăрма вĕрентекен литературăпа паллашма май пулчĕ. Çавăн пекех кунта кĕнеке тусĕсен - амăшĕсен Татьяна Мясниковăн (Элĕк), Альбина Романовăн (Чăваш Сурăм), Надежда Волковăн, Дарья Волковăн, София Волковăн (Вырăс Сурăм), Снежана Свистковăн (Эренар) вĕтĕ шăрçаран тата алмаз мозаикинчен тунă ал ĕçĕсене те тăратнă.

Мероприятире Любовь Шашкина-Лĕпĕшпин «Пуçа таятăп сирĕн умăрта» çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ те иртрĕ. Ăна вăл ашшĕпе амăшне халалланă. Элĕк шкулĕнче вĕренекен Олег Егоров тата Ирина Спиридонова унăн сăввисене вуларĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика