Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрри те, ÿкерчĕкĕ те Раççей çинчен

14 июня 2017 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче республикăра Раççей кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿреме Тăван çĕршыва юратнине палăртса 6 пин ытла çын пухăнчĕ.

Çак кун кунта Раççей халăхĕсен туслăхĕн парачĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - çĕршыври пĕтĕм халăх представителĕсене пĕрлештересси, вĕсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхне тĕнчене кăтартасси. Ун хыççăн мероприятие килнисем Раççей гимне шăрантарчĕç.

Уява пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламларĕç. Михаил Васильевич пухăннисене саламланă май Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине упранине, ашшĕ-амăшне юратнине, йăх-несĕлне тивĕçлипе хакланине палăртрĕ, çынсен Тăван çĕршыва юратасси çулсерен ÿссе-çирĕпленсе пынине аса илтерчĕ. Мероприяти вăхăтĕнчех республика Пуçлăхĕ Шупашкарта пурăнакан çамрăксене чи кирлĕ документа – РФ гражданинĕн паспортне пачĕ.

ЭЛĔКРЕ: Раççей кунне Элĕк районĕнче те паллă турĕç. Элĕкри вăтам шкул çумĕнчи «Хĕвел» лагере çÿрекенсем ир-ирех линейкăна пуçтарăнчĕç. Район пуçлăхĕ, шкул директорĕ Владислав Волков пухăннисене саламланă май çак уяв нумай нациллĕ çĕршыври халăха пĕрлештерни çинчен каласа пачĕ. «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» организацин çамрăкĕсем ачасемпе уçă сыв-лăшра вăйăсем ирттерчĕç, пурте пĕрле туслăх çинчен, Тăван çĕршыва юратни çинчен юрăсем юрларĕç. Çавăн пекех асфальт çинче тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа сăрласа «Эпĕ Раççее ÿкеретĕп» конкурса хутшăнчĕç. Туслăхпа килĕшÿре çуралнă ĕçре чăн-чăн Раççей сăнарланчĕ.

 

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика