Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Гипертонипе мĕнле кĕрешмелле?

Хальхи вăхăтра гипертони чирĕпе кĕрешесси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Çакна палăртас килет - чирлĕ çын хăй тăрăшмасан ăна никам та пулăшас çук.

Юлашки вăхăтра гипертонипе чирлекен çынсем йышлă пулни куç кĕрет. Калас пулать, çак чирпе аслă çулсенчисем кăна мар, çамрăксем те аптăраççĕ. Мĕнрен килет-ха çакă; Гипертонипе чирлекен çыннăн çакна асра тымалла: унăн юн пусăмĕ мĕнле шайра пулнине пĕлсе тăмалла. Юн пусăмне çын хăйне лайăх туйнă чухне те, йывăрлансан, япăх туйнă чухне те виçсех тăмалла. Сывă çыннăн юн пусăмĕн çÿлти шайĕ 140-рен, аялти - 90-ран пысăк пулмалла мар. Çанталăк тăрăх юн пусăмĕ мĕнле улшăннине те сăнаса тăмалла. Вăл гипертони чирĕпе чирлекенсене уйрăмах кирлĕ. Пуç ыратма тапратсан эмел шыриччен малтан юн пусăмне виçсе пăхмалла, вăл выляса тăнине курсан тÿрех тухтăр патне каймалла. Чире мĕн чухлĕ маларах сиплеме пуçлатăр, çавăн чухлĕ унăн малалла аталанас шанчăкĕ пĕчĕк пулать.

Юн пусăмне пĕр шайра тытса тăрассинче диета пысăк вырăн йышăнать. Чирлĕ çыннăн тăварлă çимелле мар. Рационтан тăварлă пулă, аш, консервланă апат-çимĕçе кăларса пăрахмалла. Çавăн пекех услам çу, çăмарта, хăйма сахалтарах çимелле. Ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт-турăх çиме тăрăшмалла. Гипертонипе чирлекен çыннăн калипе пуян апат çимелле. Кали бананра, курагара, апельсинра, кишĕрте, купăстара, çĕр улминче нумай.

Çынна ытлашши ÿт хушни те пурнăçне япăхлатать. Çавна май виçене пĕр пек тытса тăма тăрăшмалла. Пысăк калориллĕ апат-çимĕçрен аякра тăмалла. Шурă çăкăра хурипе, çĕр улмине купăстапа улăштармалла. Уçă сывлăшра ытларах çÿрени те сывлăхшăн усăллă. Гипертонипе чирлекенсене пирус тĕтĕмĕ те сиенлĕ, ăна туртма та юрамасть.

Чир аталанса пынă май атеросклероз пуçланас хăрушлăх та пур. Çакă холестерин шайĕнчен килет. Сывă çыннăн холестерин юнра 5,2 ммольŸлитртан пысăк пулмалла мар. Çак шайран иртсен чир пуçланса кайма пултарать. Çавăнпа та гипертонипе чирлĕ çыннăн çулталăкра пĕрре е икĕ хут юнри холестерин шайне тĕрĕслеттермелле. Унăн шайĕ юнра кирлĕ виçерен иртет пулсан, диетăна та çирĕп пăхăнма тивет.

Юн пусăмĕ вылянса тăни çыннăн кăмăл-туйăмĕнчен те килет. Савăнни, хурланни, тарăхни - çаксем пурте юн пусăмне ÿстереççĕ. Пурнăçра пулса иртекен кашни улшăнăва чĕре патне илесрен асăрханмалла.

 

Светлана КАПИТОНОВА,

Ярхуньушкăньри ФАП заведующийĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июня 2017
11:43
Поделиться