Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял сăри иртрĕ

Мăнвылăсем авалхи мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине çирĕп тытса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсем çулсеренех тыр-пул, пахча çимĕç ăнса пултăр тесе Турăран çумăр ыйтса июнь уйăхĕнче ял сăри ирттереççĕ.

Кăçал та вĕсем кунта хастар хутшăнчĕç. Ял халăхĕ килĕренех кĕрпе, çăнăх, çăмарта пухрĕ. Калинин урамĕнче Кондратьевсен кил хуçалăхĕ умĕнче пăтă çирĕç пулсан, Ленин урамĕнче ял сăри ирттерессипе Елена Васильева яваплă пулчĕ. Çак кун çумăрла вылясан пахча çимĕçпе тыр-пул ăнса пырать тенине те тĕпе хураççĕ Мăнвылăсем. Çавăнпа та ватти те, вĕтти те шыв витрисем йăтса чупаççĕ, пĕрне-пĕри йĕпетеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июня 2017
11:41
Поделиться