Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх хаклă мулпа ылтăнран, Сиплеме эс пурне те васкан

Район пуçлăхĕ М. Петров тата район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов сывлăх хуралĕнче тăрăшакан медицина ĕçченĕсене професси уявĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ.

"Кĕрхи кун илĕртỹлĕхне туяс тетĕн пулсан кантăкран кăвак çут карăнсанах вырăн çинчен сиксе тăмалла. Çакăн пек вăхăтра чун-чĕрере те ырă, канăçлă. Кун ăнăçлă иртессе шанатăн. Чи кирли _ ĕçе тухăçлăн пурнăçлама вăй-хал та, кăмăл-туйăм та çителĕклĕ пулать. Çакă вара хавхалантармаллипех хавхалантарать", _ тесе ăс паратчĕ кĕр кунĕнче çут тĕнчене килнĕ Алевтинăна амăшĕ.

Çирĕм çула яхăн больница сукмакне такăрлатакан Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ А. Александровашăн чи çывăх çынни ăс парса вĕрентнĕ сăмахсем паянхи кун та хăлхара янăранăн туйăнаççĕ. Мĕн чухлĕ ыррине вĕрентнĕ ăна ашшĕпе амăшĕ. Çын çинче яланах сăпайлă пулма хăнăхтарнă. Пуçăннă ĕçе вăхăтра тума тата вĕçне çитерме ыйтнă. Ватта сумлама хушнă. Тирпейлĕхĕ те ашшĕ- амăшĕнченех пырать Алевтина Викторовнăн.

Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлỹ пухнă хыççăн килнĕ пирĕн района А. Александрова. Малтанах ревматолог пỹлĕмĕнче ĕçленĕ. Икĕ çултан участокри терапевта куçнă. Унтан 9 çула яхăн пĕтĕмĕшле практика врачĕнче тăрăшнă. Мĕн чухлĕ ырă сăмах илтмен-ши çак хушăра! Район центрĕнчи врач амбулаторине сиплеве çỹрекенсем тухтăр ăшă сăмахпа кăмăла уçнине пĕрре мар каланă. Ахальтен мар ĕнтĕ больница администрацийĕ унăн ĕçченлĕхне хакласа 2014 çулта ăста специалиста поликлиника ертỹçине лартрĕ.

- Пысăк тивĕç çакă. Пурнăçăн ытларах пайĕ ĕçре иртет,_ тет кăмăллăн ĕçе лайăхлатмалли çĕнĕ мелсене, умри тĕллевсене палăртса. Сиплевçĕсен кун-çул уттинчен юлмалла мар-çке. Ятарлă литературăпа та паллашмаллах. Республикăра иртекен конференцисене те хастар хутшăнать А. Александрова. Унта хăйĕн шухăшĕсене уççăн палăртать.

Ĕçне кура _ чысĕ. Кăçалхи районта иртнĕ акатуй-сабантуйра Алевтина Викторовнăна медицина ĕçченĕсенчен чи тивĕçлине суйласа илсе "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ята панă. Çакă тата хавхалантарать.

_ Ĕçĕме вырăна хурса хакла- нăшăн савăнатăп. Пĕччен тунă çитĕнỹ мар çакă. Коллектив матур, администраци кирек хăçан та мал ĕмĕтлисен çулне уçма тăрăшать, _ тет Алевтина Викторовна.

Чыслав пухмачĕ хушăнсах пырать А. Александровăн. Ра-йон больницин администрацийĕ, район администрацийĕ, республикăри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем пур аслă квалификациллĕ специалистăн.

Çынсен сывлăхне тỹрĕ чунпа сыхлама Гиппократ сăмахĕсене йышăннăскерĕн ĕçĕ малалла та ăнса пытăрах.

А. АСТРАХАНЦЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июня 2017
10:21
Поделиться