Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăшă сăмахпа та сиплет

Районта вăтам медицина пĕлĕвĕпе 319 çын ĕçлет. Вĕсен пурин те специалист сертификачĕ пур. 197 медицина сестри (67 процент) квалификаци илнĕ. Вĕсенчен 172-шĕ _ пĕрремĕш, 18-шĕ _ иккĕмĕш, çиччĕшĕ виççĕмĕш категориллисем.

Илемлĕ вырăнта тĕпленнĕ Именкасси ялĕ. Пăла юхан шывĕн çыранĕсемпе ашкăрса ỹсекен çирĕксемпе йăмрасем тавралăха илем кỹреççĕ, сывлăша тасатаççĕ. Ял витĕр тухакан асфальт çул кирек хăш еннелле те кайма май парать.

Паллах, ял ватăлать, йыш сахал хутшăнать. Юлашки 7 çулта 23 ача çеç çуралнă. Вилекенсен йышĕ ытларах. Çапах та демографи лару-тăрăвĕ пĕр шайрах тăтăр тесе тăрăшать фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Э. Краснова. Элеонора Васильевна сиплев учрежденине районти тĕп больницăри специалистсене чĕнсех тăрать. Ку хутĕнче В. Васильева акушер-гинеколог килчĕ. Уçă алăк кунĕ тейĕн, ăрăва малалла тăсма пулăшакансем пĕрин хыççăн тепри хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттерчĕç. 47 хĕрарăма пăхрĕ Валентина Семеновна. Пурин ыйтăвне çине те тулли хуравсем пачĕ.

Э. Краснован хăйĕн те ĕç практики çителĕклех. Сывлăх сыхлавĕнче вăл 1990 çултанпа тăрăшать. Маларах Шупашкарти медицина училищинче пĕлỹ пухнă.

Пациентсемпе те пĕр чĕлхе тупнă Элеонора Васильевна. Ватăсем патне килĕсене çỹреме те ỹркенмест. Тăтăш ял хушшинче пулнăран ăна хисеплеççĕ.

Кирек хăш ĕçе те пуçăнсан вĕçне çитерме пĕлет медицина сестри. Хăй çумне хастар, пултаруллă, ỹркенмен хĕрарăмсене явăçтарать. Кĕске хушăрах пысăк ĕç тума пикенсен В. Паукина, К. Раськина, Е. Корнилова, Т. Кошкина, Т. Малова хастарсем яланах пулăшаççĕ.

В. МИХАЙЛОВ



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июня 2017
10:17
Поделиться