Министерство образования Чувашской Республики

Экзаменра чи кирли – чунри лăпкăлăх, Хыпар"

9 Jun, 2017 | Хыпар | Вĕрентÿ | Экзамен

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче хĕрÿ тапхăр: тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕш классенчен вĕренсе тухакансем тата маларахри çулсенче тĕрлĕ сăлтава пула ППЭ тытайманнисем патшалăх экзаменĕсене параççĕ. Вун пĕрмĕшсем пăрăнми экзаменсене тытнă ĕнтĕ, Раççейри пĕрлехи расписанипе килĕшÿллĕн халĕ вĕренекенсем хăйсен кăмăлĕпе суйласа илекен предметсемпе тĕрĕслевсем пыраççĕ. Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче черетлĕ экзаменсем — физикăпа тата литературăпа — иртрĕç. Экзамен пуçланас умĕн Шупашкарти тĕрĕслев ирттермелли пунктсенчен пĕрне эпĕ те çитсе куртăм.

 Шÿт-кулă хумхануран хăтарать

Тĕп хулара çак кун 13 пункт ĕçлерĕ. 24-мĕш шкул умне физикăпа экзамен тытакан яшсемпе хĕрсем ирех, тăхăр сехет çитичченех пухăнма пуçларĕç. Тĕрлĕ шкултан ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри килчĕç. Тĕрĕссипе, асăннă шкула çитмешкĕн троллейбуса ларнăччĕ кăна — черетлĕ чарăнура яка костюмлă каччăсен, шкул кĕпиллĕ хĕрсен пысăк ушкăнĕ кĕчĕ. Вĕсене вырăна çитерессишĕн яваплă вĕрентекен те пĕрлех. ППЭ тытма каякан кашни çамрăкăн аллинче — витĕр курăнакан файла чикнĕ ручка, паспорт, шăккалат, хăшĕ-пĕри пĕчĕк савăтпа шыв та илнĕ. Хайхискерсене тимлĕ сăнама пуçларăм. Шкул саккипе сыв пуллашма хатĕрленекенсем хумханниех сисĕнмерĕ — хаваслăн кулчĕç, пĕр-пĕринпе шÿтлерĕç. Тен, çапла майпа шалти пăлханăва пусарчĕç?

Шкул умĕнче йĕркелÿçĕсем ушкăнсен пуçлăхĕсене список çырнă хутсене валеçрĕç. Унта кашни ачан хăш аудиторие кĕмеллине, лармалли вырăн номерне кăтартнă. Паллах, пÿлĕме çитесси те хăйĕн йĕркипе пулса пырать. Тĕрĕслев иртекен пункта ятарлă хурал явăçтарни, кашни çынна ме-таллодетекторпа тĕрĕслесе кĕртни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çирĕп йĕркерен журналист та пăрăнса иртеймест. Экзамен ирттермелли пунктăн штабĕпе паллашма кĕриччен манăн та сумкăна, çиелти тума ятарлă вырăна çакма, металл шыракан хатĕр тытнă пакунлă хĕрарăм умĕнче çав-рăнкалама тиврĕ.

Штабра пурте хăйсене лăпкăн тытнинченех ку шкулта пĕрлехи экзамена йышăнассине пĕрремĕш хут йĕркелеменни сисĕнчĕ. Луиза Иванова директор палăртнă тăрăх, шкула пилĕк çул ĕнтĕ тĕрĕслев ирттермелли пунктсен йышне кĕртеççĕ.

Штаб пÿлĕмĕнчи онлайн сăнав ирттермелли компьютерсене йĕркеллĕ ĕçлеттерессишĕн яваплă техника специалисчĕсем, экзамен иртекен аудиторисенчи операторсем, ПЭК членĕсем, общество сăнавçисем пурте вырăнта ĕнтĕ. Экзамен пуçланмалли вăхăтчен пилĕк минут маларах тĕрĕслев-виçев материалĕсен ятарлă парольпе «хупланă» дискĕсене уçма пуçларĕç. Шăп та лăп 10-ра штабри онлайн сăнав компьютерĕсем аудиторисенче принтерсем ĕçлесе кайнине кăтартрĕç. Çакăн хыççăн массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенĕн экзамен ирттермелли пунктра тытăнса тăма ирĕк çук.

— Физикăпа тĕрĕслеве килме 278-ăн ыйту çырнă. Вĕсем — хулари 22 шкултан. Пуринчен йышлă ушкăнсем — 5-мĕш тата 2-мĕш гимназисенчен, 20, 24-мĕш шкулсенчен, — каласа кăтартрĕ пункт ертÿçи Наталия Ефимова.

Юлашки çулсенче республикăра суйласа илекен экзаменсен рейтингĕнче физика иккĕмĕш вырăнта тăрать. Çакă çĕршывра та, Чăваш Енре те инженери профессийĕсен хисепĕ ÿснине çирĕплетет. Мĕнле предмета суйласси вара çамрăк малалла ăçта вĕренме каяссипе çыхăннă. Акă 20-мĕш шкултан вĕренсе тухакан Ольга Махалова хăйне техника ăслăлăхĕсем çывăххине пытармарĕ. Логика шухăшлавĕпе çыхăннă предметсене килĕштерекенскер экзамена лайăхах тытма, 75 балран кая мар пухма ĕмĕтленет. Шухăшлани пурнăçа кĕрсе пырсан инженери специальноçне Мускаври вĕренÿ заведенийĕнче алла илесшĕн.

Пулас режиссерсемпе актерсем

Шупашкарти 57-мĕш шкулта вара çак кунах тĕп хулари мĕн пур шкултан литературăпа экзамен тытакансем пухăнчĕç. Чăн та, гуманитари предмечĕсенчен пĕрне тытмашкăн ыйтса çырнисенчен тĕрĕслеве çурри кăна килнĕ — 112 çамрăк. Йĕркелÿçĕсем 16 аудиторире те экзамен пăтăрмахсăр иртнине пĕлтерчĕç. 

Ирина ИВАНОВА.


"Хыпар"
09 июня 2017
09:46
Поделиться