Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кушар уявĕнче

Иртнĕ вырсарникун йăлана кĕнĕ Кушар уявĕ чăнкассисене илемлĕ улăха пуçтарчĕ. Пĕр-пĕринпе курса калаçас, пĕрле савăнас ĕмĕт вăйлăрах пулнăран ăмăр çанталăк та кансĕрлеймерĕ вĕсене. Уяв ялти пултарулăх коллективĕн "Акатуй" ташă композицийĕпе пуçланчĕ. Унтан сцена çине Чăнкасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, вырăнти шкул директорĕ Л.Мельникова, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ О.Титов, хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Баринов хăпарчĕç. Кашниех ял халăхне ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Юрий Васильевич ялти ватă çынна, Л.Назаровăна, 80 çулхи юбилейпе саламларĕ (сăнỹкерчĕкре). Çавăн пекех ял пурнăçне активлă хутшăннă çынсене тав турĕ, парнесем пачĕ. Олег Николаевич депутат та Федоров ертсе пыракан фермер хуçалăхĕн пултаруллă ĕçченĕсене парнесем парса чысларĕ. Г.Баринов вара пахчаçимĕç пухса кĕртме пулăшнăшăн шкул ачисене тав турĕ, футбол мечĕкĕ парнелерĕ. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче пĕр вĕçĕмсĕр юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Ялти пултарулăх ушкăнĕн, кỹршĕллĕ Куславкка районĕнчен килнĕ халăх коллективĕн, "Юратакан чĕресем" ансамбль солисчĕсен илемлĕ сассисем таврара шăранчĕç, пурин кăмăлне те çĕклерĕç. Хаваслă уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.

Н.ТИТОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 июня 2017
10:44
Поделиться