Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв кĕрлесе тăрĕ

Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен чăваш халăхĕ яланах Акатуй ирттернĕ. Юлашки вăхăтра вăл пирĕн районта çулсерен çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш çурринче иртет. "Акатуй-2017" уява та тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Виçĕмкун та район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников ертсе пынипе çак ыйтупа ятарлă канашлу иртрĕ. Унта организацисемпе предприяти ертỹçисем, хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Уяв сценарийĕпе пухăннисене Централизациленĕ клуб системин директорĕ Н.Емельянова тĕплĕн паллаштарчĕ. Чи малтанах театрализациленĕ программа пулĕ. Пухăннисем бурлаксене тĕл пулĕç, пулăçсен ялне çитсе курĕç, Емельян Пугачевпа Кĕтерне патшана кĕтсе илĕç тата пирĕн хулапа çыхăннă ытти истори событийĕсене "хутшăнĕç". Пĕр сăмахпа,"Акатуй" кĕрлесе тăрĕ. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче çĕнтерỹçĕсене, ырă ĕçпе палăрнă район çыннисене Хисеп тата Тав хучĕ- семпе, парнесемпе чыслĕç. Çак пысăк мероприяти илемĕ капăр тумсем тăхăннинче çеç мар, ун пек чухне тавралăха тасатса тирпейлесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа паян Атăл хĕрринче субботник ирттереççĕ. Анатолий Аркадьевич пурне те уява хатĕрленнĕ тапхăрта, уйрăмах субботник вăхăтĕнче, активлăрах пулма чĕнсе каларĕ. Аса илтеретпĕр, уяв çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Атăл хĕрринче 15 сехетре пуçланать.

Н.СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 июня 2017
10:41
Поделиться