Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре - вăй

10 июня 2017 г.

Тăван кĕтесри çутçанталăка сыхласа хăварассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла.

Шуршу ялĕнче пурăнакансем те пĕр шухăшлă пулса ял урамĕсене тирпей-илем кỹме тăрăшаççĕ, субботниксене хастар хутшăнаççĕ, çỹп-çапа михĕсем çине тултарса тиесе ярасси йĕркене кĕрсе пырать. Çимĕк уявĕ умĕн пĕр-пĕринпе калаçса татăлса масар территорине тасатма тухрăмăр. Арçынсем йĕри-тавра кирлĕ мар йывăçсене тĕпренех касса тирпейлерĕç. Хĕрарăмсем масар таврашне шăлса тасатрĕç, ỹссе кайнă курăка çулчĕç. Масарăн тимĕр алăкĕсемпе хĕресĕсене сăрласа çĕнетрĕмĕр. Сăваплă ĕçе пĕр харăсах 23 çын хутшăнса ĕçлерĕ. Çак ĕçре кашни çул хастарлăхпа тимлекенсене хушаматран палăртса калассăм килет. Вĕсем: В.Чернов, С.Алексеев, А.Ефремов, Т.Дмитриева, А.Тимофеев, В.Михайлов, В.Пчелина, Л.Лазарева, А.Егоров, А.Волкова. Хулара пурăнакан ял хастарĕсем - Н.Афанасьевпа А.Пчелин пăчкăсемпе нумай йывăçа касса тирпейлеме пулăшрĕç. Тавтапуç вĕсене. Масарсене тирпейлесе тăрасси çĕр çинче пурăнакан çынсен тивĕçĕ пулса тăмалла.

Ял-йыш çулсерен умри пахчасенче ăмăртмалла тенĕ пек пĕринчен тепри хитререх чечексем лартса çитĕнтерме тăрăшни куçкĕрет. Уйрăмах Е.Михайлова, Т.Большакова, Т.Михайлова, В.Епифанов, З.Михайлова, О.Такмакова, Ю.Константинова хуçалăхĕсене палăртса калассăм килет. Вĕсен кил-çурчĕсем умĕнче чарăнса тăмасăр иртме çук. Епифановсен вара аисчĕ те, шыв бассейнĕ те - пахчарах. Кунтах юмахри геройсен кỹлеписем валли те вырăн тупăннă. Вĕсене пурне те илемлĕн вырнаçтарса лартнă.

Апла пулин те хальлĕхе çитменлĕхсем, йĕркелесе çитереймен ĕçсем те сахал мар. Хăш-пĕр ырă мар кăмăллă çынсем çулсем хĕррисене çỹп-çап миххисене пăрахса хăвараççĕ. Ял старости пулнă май яланах çынсемпе курса калаçатăп, хăшĕ-пĕрисене унта-кунта пуçтармаллисене асăрхаттарса калатăп. Нумаях пулмасть ялти пĕр арçын, ятне палăртмасăрах хăйне хăй палласа илчĕ пулĕ тетĕп, велосипед çине пĕр михĕ çỹп-çап хурса асфальт сарнă çулпа ялтан тухса кайнине курах кайрăм. Эпĕ те велосипед çине лартăм та ăна хăваласа çитрĕм, асăрхаттартăм. Вăл хăй айăпне йышăнас, итлес вырăнне мана намăс сăмахсемпе темĕн те пĕр каласа хăртрĕ, çỹп-çап миххине çул хĕррине кайса пушатрĕ. Çакăн пек çынсене питĕ хытă айăпламалла, намăслантармалла. Тăван тавралăх таса, хитре пулни - хамăршăн. Тирпейленĕ вырăна вара урăх варалас марччĕ.

А.ПАВЛОВА,
ял старости, культура ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика