Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕ пурăннине мĕн çиттĕр?

31 мая 2017 г.

Сумлă та çутă уявсем - Çимĕк тата Троица кунĕсем çывхарса пынă май масарсен территорийĕсенчи, урамсенчи тирпей-илем ыйтăвне чи малти вырăна хуратпăр. Çавна май тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пынипе район администрацийĕн пай начальникĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Аслă Елчĕк ял тăрăхне çитсе курнă, вĕсен тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев палăртнă тăрăх, ял çыннисемпе сайра хутран анчах мар, тăтăшах куçа-куçăн тĕл пулса калаçнинчен усси пурах. Пысăк ялта, малтан пĕлтерсе хурса, урамсене тухса граждансен пухăвĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Ял пурнăçĕнчи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене шăпах пурте пĕрле пухăннă вăхăтра татса пани вырăнлă. Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакансем халĕ хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче хăтлăхпа тирпейлĕх тăвассишĕн анчах мар, пĕрлехи ĕçе - урамсене, çырмасемпе варсене тирпейлесе тасатас ĕçе те ушкăнпа хастар хутшăнаççĕ. Урамсенчи пусăсене пăхса тăрассине, юсассине те ял тăрăхĕнчен килсе асăрхаттарасса кĕтсе лармаççĕ. Кирлĕ пулсан, хăйсем тĕллĕнех вĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Масар пирки калама та кирлĕ мар, ялти пуçаруллă, ырă кăмăллă çынсем тăрăшнипе çак сăваплă вырăна иртнĕ çулсенчех йĕркене кĕртнĕ - кĕлĕ тумалли часавай таранах туса лартнă. Хальхи вăхăтра ял çыннисен пурнăçран уйрăлса кайнă хăйсен çывăх çыннисен вилтăприйĕсене тирпейлесе тăмалла анчах.

Истори палăкĕсен хисепне кĕнĕ ял территорийĕнче вырнаçнă Тĕпсĕр кỹлле тивĕçлĕ шайра тытса тăрассине те Аслă Елчĕксем хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Нумаях пулмасть ялти шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсем кунта пулса курнă. Хăйсен вĕрентекенĕсем ертсе пынипе ачасем вăхăта питех те усăллă ирттернĕ - территорие тирпей-илем кĕртме хутшăннипе пĕрлех унăн пуян та кăсăклă историйĕпе те паллашнă.

Аслă Елчĕкре урамсем хушшинчи çулсене йĕркене кĕртессипе те юлашки çулсенче нумай ĕç туса ирттернĕ. Урамсен хушшинчи çулсен инçĕшĕ пурĕ 21 çухрăм ытла шутланать. Çак тапхăрта 15 çухрăмне вак чул сарса хытарнă. - Пикеннĕ ĕçе вĕçне çитересси - тĕп тĕллев, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика