АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул — килĕшỹпе юратура

09 июня 2017 г.

Хĕрĕх çул — килĕшỹпе юратура

Çанталăка пĕлме çук. Çулпа çул пĕр килмест çав. Кăçал çуркунне ытла та ир килчĕ. Çăварние ăсатнă чухнех лупашкасенче шыв кỹленчĕкĕсем курăнма пуçларĕç. Хĕлле юр сахал мар çурĕ пек, çавна май çуркунне юхан шывсенче шыв шайĕ хăпарса кайса ейỹ тухас хăрушлăх та пурччĕ. Анчах вăл хĕнпе кайса пĕтрĕ. — Хам ĕмĕрте кăçалхи евĕр çанталăка астумастăп, — хăйпе хăй калаçрĕ çамки çине тухнă сывлăм пĕрчисем евĕр тар пĕрчисене сăмса тутрипе шăлнă тата тутăр айĕнчен тухса кайнă çỹç пайăркисене тỹрлетнĕ май палисадникре нумай çул ỹсекен чечексене кăпкалатакан Эльвира Павловна. Çут çанталăк тусĕ вăл. Эльвира Павловна Э. Степанова-Михайлова 1955 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Еншик Чуллă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ, Елизавета Николаевна, Крентейкасси хĕрĕ пулнă. Лиза вун сакăр çул тултарсан, 1932 çулта Еншик Чуллă ялĕнчи Антуна качча тухать. Сакăр ача парнелет Лисук мăшăрне. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕсем кăкăр çинĕ чухнех пĕрин хыççăн тепри çутă тĕнчепе сывпуллашаççĕ. Антунăн пĕртен-пĕр хĕрĕ Галя (1944) йăх-несĕлне малалла тăсаканĕ пулса тăрать. Шел, Галина Антоновнан та кун-çулĕ кĕске килсе тухнă, вăл йывăр чире пула 59 çултах ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçи пуçланать. Ытти вăй питти арçынсем пекех кил хуçине те фронта кайма повестка параççĕ. Анчах та Антуна Турри тăван ене ыррăн-сыввăн таврăнма, аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илме май паман. Вăл пĕр тан мар хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хурать. Елизавета Николаевна иккĕмĕш хут качча тухать, ку хутĕнче Павел Игнатьевпа çемье тĕвĕлеççĕ вĕсем. Павел Игнатьевич хуçалăх лашисене пăхнă, çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра колхоз садне хуралланă. Чăн-чăн çĕр çынни пулнă вăл. — Турри мĕнле çырнă, пурнăçа çавăн пек пурăнса ирттеретĕн пулас çав, — тет сăмахне малалла тăсса Эльвира Павловна. — Акă, юратнă атте туберкулез чирне пула 59 çултах çĕре кĕчĕ. Хура-шурне самаях астивнĕ анне 81 çулччен пурăнчĕ. Эльвирăн ачалăхĕ ытти ял ачи-пăчинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Еншик Чуллă вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ вăл. — Ыттисем евĕр эпĕ те хамăн пирвайхи вĕрентекенĕме — Ульяна Семеновнана асран кăлараймастăп. Пирĕн аннен ырă енĕсем ăна куçнах пулĕ теттĕм, — асаилỹсен çăмхине малалла сỹтет вăл. — Пирĕн класра 25 ачаччĕ. Çав тапхăра ырă енĕпе кăна калама пултаратăп. Шкул сакки çинче ларнă вунă çул тата мĕнпе асра юлчĕ тесен — чи малтан хам енчен класс ертỹçине, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Р. Петрована, историпе географи предмечĕсемпе пĕлỹ панă А. Константинована, химипе вĕрентнĕ Н. Лаврентьевана тата шкул директорне Г. Андреевана уйрăммăн палăртассăм килет. 5—6-мĕш классенче питĕ ỹкерме юрататтăм эпĕ. Çакăнта Николай Андреевич витĕм кỹчĕ пулас. Пĕрле ăс пухнă хĕр-туссемпе — Нина Гурьевапа, Лина Лаврентьевапа, Ира Порфирьевапа, Альбина Смирновапа, Елена Степановапа тĕл пулсан шкул çулĕсене чылайччен аса илетпĕр. Алла аттестат илсен хĕр нумай шухăшласа тăман — сутуçăна вĕренме кайнă. — Çак професси мана мĕн ачаран илĕртнĕ, — тет паян суту-илĕвĕн ветеранĕ. — Шкулта пĕлỹ илнĕ чухне тăхтав вăхăтĕнче çывăхри лавккана пĕчĕк кукăль туянма чупаттăмччĕ те шурă халатлă сутуçă çине чылайччен ăмсанса пăхса тăраттăмччĕ. Манăн та ун çумне тăрса, тавар сутса укçа шутласа пăхас килетчĕ. Ачалăхри ĕмĕтне туллин пурнăçа кĕртес тĕллевпе Эльвира Шупашкарти кооператив училищине вĕренме кĕрет. Çулталăкран дипломлă пулать. Красноармейски райпоне килсе ĕçе вырнаçать. Шупуç Чуракасси магазинĕнче ĕç биографийĕ çырăнма пуçлать унăн. Каярах куçăмсăр майпа суту-илỹ техникумĕн алăкне уçса кĕрет. — Супарти лавккара ĕçленĕ çулсем халĕ те асра, — тет Э. Степанова. — А. Мефодьева заведующи яланах манпа тараватчĕ, ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса паратчĕ. Вунă çул тăрăшнă Э. Степанова хамăр райпо тытăмĕнче. Вăл паян кун та çак тытăмăн ертỹçисене А. Горшковпа В. Львова (Вăрманкас Алманч), И. Васильева, кадрсен пайне ертсе пынă Г. Дуброва, В. Семенова тĕп экономиста ăшшăн аса илет. — Шăпах Владислав Дмитриевич ертỹçĕре тăрăшнă чухне мана, ахаль сутуçăна, 1980 çулта халь пурăнакан хваттерпе тивĕçтерчĕç. Щитлă çуртчĕ вăл, унăн кăшкарĕ çеçчĕ, ыттине пĕтĕмпех хамăр туянтăмăр, — 37 çул каяллахи тапхăра таврăнать Эльвира Павловна. — Уйăхри, кварталти таварçаврăнăш планĕсене тултарас тесе Çĕрпỹпе Канаш пасарĕсене çỹренĕ. Çуркуннехи, кĕркуннехи тапхăрти ĕç çинче уй-хире те таварпа тухнă. 1982 çулта магистраллĕ газ пăрăхĕсен Заволжски линипе производство управленийĕн финсен поселокĕнче вырнаçнă лавккинче сутуçă кирли çинчен хыпар илтет Э. Степанова. Çийĕнчех Заволжски ЛПУМГăн кадрсен пайне çул тытать. Кунти суту-илỹ точки Чул хула ОРСĕн тытăмне кĕнĕ. Э. Степанова асăннă апат-çимĕç лавккинче 1982 — 2012 çулсенче тăрăшать. — Вăхăт тĕлĕкри евĕр иртсе кайрĕ, — тет паян Эльвира Павловна. — Эпĕ унтанах тивĕçлĕ канăва тухрăм, пенсие кайсан та тата тепĕр икĕ çул сутуçăра тар тăкрăм. Эпир лавккара Л. Матвеевапа пĕрле вăй хунă. Кирек епле ыйтăва татса пама управлени пуçлăхĕ А. Слукин, унăн пĕтĕмĕшле ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ В. Александров, пирĕн хамăрăн тытăм ертỹçи А. Горшков, ОРС бухгалтерĕ Ольга Терентьевна, склад заведующийĕ О. Афанасьева яланах пулăшу кỹнĕ. Вăл тапхăрта хамăр райпон магазинĕсен сентрисем çинче апат-çимĕç таварĕсем сахалччĕ. Уйăхра 2—3 хут Чул хулана тавар патне кайнă эпир. Тавар килнĕ кун магазинтан халăх кайма пĕлмен пирĕн. Район центрĕнчи çынсене те вăл е ку таварпа тивĕçтернĕ. Çакăншăн тав сăмахĕ çеç илтнĕ. Тавар патне кайма ирхине икĕ сехетрех тăма тиветчĕ. Пирĕн водительсем А. Яковлев, В. Васильев тата В. Иванов, А. Сергеев питех те пултаруллăччĕ. Владимир Аристархович Эльвира Павловна 1977 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Супар ялĕн каччипе Владимир Степановпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. — Эпир пулас мăшăрпа Володьăпа пĕр класра пĕлỹ пухнă, пĕр парта урлă çеç ларнă, çак тапхăрта пĕр-пĕрне аван пĕлсе çитрĕмĕр. Тен, çавăнпах çемье çавăртăмăр пулĕ, — тет халĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. В. Степанов вара калаçăвне ашшĕ çинчен пуçларĕ. — Пирĕн атте А. С. Степанов 1919 çулта Супар ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ, чире пула, ирех çĕре кĕнĕ. Çемйи тăрантаракансăр тăрса юлнă. Атте ун чухне иккĕре, пиччĕшĕ çичĕ çулта пулнă. Хаклă çыннăм Супарти пуçламăш, Именкасси шкулĕсенче вĕреннĕ. Педагог пулас ĕмĕт унăн шкул сакки çинче ларнă чухнех палăрнă. Çак тĕллевпе вăл Çĕрпỹри педтехникума вĕренме кĕрет. 1937 çулхи кĕркуннеренпе вара унăн ĕç биографийĕ çырăнма тытăнать. Канаш районĕнчи Вăрман Енĕш, хамăр районти Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсенче тăрăшать. Тăван çĕр шывăн аслă вăрçи пуçлансан мал ĕмĕтлĕ каччă алла пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçма тухса каять. Анчах сывлăх япăхланнăран ăна тăван ене яраççĕ. Вăл Супар шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. Çак хушăра Чăваш патшалăх пединститучĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухать. Аслă пĕлỹллĕскерне Упи вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Пĕр вăхăт вăл Муркашпа Çĕрпỹ районĕсенчи шкулсенче тăрăшать. Ун хыççăн Аристарх Степановичăн ĕç биографийĕ Çĕпĕрти шкулсенче çырăнать. 1961 çулта атте тăван тăрăха таврăнать. Шуркари çичĕ çул вĕренмелли шкулта историпе ĕç учителĕнче тимлет. Унтан Иккĕмĕш Вăрманкас, Санькассинчи шкулсенче ĕçлет. Унăн педагогика стажĕ 32 çул. Вĕсем аннепе, Дарья Михайловнапа, пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ: çемьере манпа пĕрле Валентина, Юрий, Андриян тата Вера ỹсрĕç. Шăллăмсемпе йăмăксем пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç. Супар каччине алла аттестат илнĕ хыççăн районти çар коммиссариачĕ çар училищине кайма сĕнет. Володя вырăна çитсен пуç тавра виçĕ хутчен шутласа илет те каялла киле таврăнать. Канашри медицина училищине кайса кĕрет. 1972—1975 çулсенче ентешĕм фельдшерпа акушер уйрăмĕнче пĕлỹ пухать. Алла диплом илнĕ хыççăн каччăна çара илеççĕ. Икĕ çул салтак пăтти çиет вăл, çар хĕсметне Хабаровск тăрăхĕнчи артиллери çарĕсенче ирттерет. В. Степанов 1978 çулта районти санитарипе эпидемиологи станцине ĕçе вырнаçать. 7 çул хушши санитари врачĕн пулăшаканĕ пулса тăрăшать. Ун хыççăн районти тĕп больницăн направленийĕпе ултă уйăх хушши рентгенлаборанта вĕренет. Трак енĕн тĕп сывату учрежденийĕнче вунă çул хушши А. Раськинпа пĕрле алла-аллăн тытăнса тăрăшаççĕ вĕсем. Сывлăхшăн сиенлĕ участокра ĕçленĕ май 51 çултах тивĕçлĕ канăва тухнă В. Степанов. Каярахпа магистраллĕ газ пăрăхĕсен Заволжски линипе производство управленине слесарь-юсавçăна ĕçе вырнаçать. Унта çирĕм çул ытла тăрăшать. Ачисем Савăнаççĕ хăйсен ачисемпе аслă Степановсем. Çапла пулмасăр. Хĕрĕпе ывăлĕсем Трак тата Красноармейски вăтам шкулĕсенче пĕлỹпе воспитани илнĕ, ашшĕпе амăшĕн ятне яман. Кил хуçисем шкул пухăвĕсенче вĕрентекенсенчен нихăçан та вĕсем пирки усал каланине илтмен. Асли — Анжелика, 1979 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ачаранах сăрă-кăранташ тытма юратнăскер, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнче ăсталăхне туптать, тулли мар вăтам пĕлỹ илсе тухсан тỹрех Шупашкарти ỹнер училищине çул тытать. Кунта дипломлă пулсан малашлăха пăхакан хĕр И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ỹнерпе графика факультетне вĕренме кĕрет. Аслă пĕлỹ илсе тухать. Халĕ Анжелика Владимировна куçăмсăр майпа асăннă аслă шкулта логопед-дефектолога вĕренет. Мăшăрĕ, Йĕпреç каччи Игорь Илларионов, сăрă ăсти, малтан ỹнер училищи, каярах И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ỹнерпе графика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Паян Илларионовсем хăйсен тĕп специальноçĕпе ĕçлемеççĕ пулсан та, пушă вăхăт тупăнсанах алла кăранташ, сăрăпа кисть тытма васкаççĕ, хăйсен ĕçĕсемпе тăтăшах тĕрлĕ конкурссене хутшăнма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ вăхăтра ăсталанă килĕнчи ĕçĕсемпе паллашсан, хăвна пĕр-пĕр пысăк курава лекнĕнех туятăн. Хĕрĕсем шкул сукмакне такăрлаççĕ, Настя 4-мĕш, Диана 6-мĕш класа çỹреççĕ. Саша Трак вăтам шкулĕнче алла аттестат илнĕ хыççăн И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ-н ỹнерпе графика факультетĕнчен ĕç тата технологи учительне вĕренсе тухнă. Александр Владимирович пĕр тапхăр Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тулли мар вăтам шкулта ачасене информатика предметне вĕрентнĕ. Çарта пулнă, сроклă службăна Кисловодск хулинче ирттернĕ. Салтак шинельне хывсан А. Степанов предприниматель ĕçне кỹлĕннĕ. 2008 çултанпа чунĕ кăмăлланă ĕçĕнче тăрăшать. Суту-илỹ точки тытаççĕ Степановсем. Мăшăрĕ, Ольга Витальевна, Муркаш тăрăхĕнчен. Шупашкар хула администрацийĕнче, хулан тĕп архитекторĕ патĕнче вăй хурать. Виççĕри Димăпа улттăри Ваня ача садне çỹреççĕ. Степановсен кĕçĕн ывăлĕ Алеша — аслă пĕлỹллĕ бухгалтер-экономист. Мăшăрĕ — Катя, И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУН ỹнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ку ахальтен мар, Аксеновсем ỹнер тĕнчине парăннă çынсем. Екатеринăн ашшĕпе (питех те шел, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ) амăшĕ, йăмăкĕпе шăллĕ хăйсен кун-çулне ỹнер искусствине панă. Амăшĕ, Лариса Федоровна, паян кун та хулари пĕр шкулта ачасене ИЗО предметне вĕрентет. Степановсем виçĕ ачине — Ромăна, Женьăна тата Алисăна аслă çул çине кăларма хатĕрленеççĕ. Суту-илỹ точкисем тытаççĕ вĕсем. Çичĕ мăнукĕпе куç тулли савăнаççĕ аслă Степановсем. Ывăлĕсен хулара хăтлă хваттер пур пулин те, вĕсем Красноармейски ялĕнче çĕр туянса икĕ хутлă котеджсем çĕклесе лартма вăй çитернĕ. Кашни амăшĕнех чун-чĕри ачисемшĕн çунать çав. Эльвира Павловнан та çавах. Ывăлĕсене кăштах та пулин пулăшу кỹрес тĕллевпе Э. Степанова ир-ирех Красноармейски—Шупашкар автобус çине ларать те тĕп хулана çул тытать. Унта çитсенех Алешăн пĕр лавккинче прилавок умне тăрать. Кунĕпех ура çинче. Каç пулттипе вара рейслă автобуспа Красноармейскине таврăнать. Çапла эрнере пилĕк кун. Мĕн тăвăн, амăшĕн чĕри çапла тума хистет. Кăçалхи кĕркунне çемье тĕвĕленĕренпе 40 çул çитет Степановсен. Вĕсем рубин туйне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Тăватă теçетке çул вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе, тату пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, ытлă-çитлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ. Туса илнĕ продукци хăйсене те çитет, ачисене памалăх та, патшалăха сутмалăх та пур. Тата мĕн кирлĕ çак пурнăçра?

Т. Борисова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика