Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕ ăсти

07 июня 2017 г.

Ятлă-сумлă çемьесем Мăн Явăшра сахал мар. Акă, Владимировсенех илер. Кил хуçисем – Виталий Николаевичпа Зоя Михайловна – пĕр-пĕринпе килĕштерсе, çураçуллă пурăнса ял-йышра хисеп илнĕскерсем, халĕ тивĕçлĕ канура.

Виталий Николаевич, механизатор профессине алла илсенех, «хурçă утпа» ĕçлеме тытăннă. Суха тунă, тырă акнă, вырнă, тепре чухне юрăхсăра тухнă техникăна юсаса «чун» кĕртнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн хуçалăхра чи хисеплĕ, чи пултаруллă механизатор пулса тăнă. Тырă вырнă чухне мăшăрне, Зоя Михайловнăна, Мăн Явăшри вăтам шкулта ĕçленĕскерне, уй-хир пуянлăхне пухса кĕртнĕ çĕре явăçтарнă, комбайнер профессине алла илме пулăшнă. Сисеймен те вăл, унăн асамлă аллисем «Çăкăртан асли çук» ятпа тĕрĕ тĕрлеме пуçланă.

Зоя Михайловна ача чухнех çутçанталăк илемĕпе, унăн чĕрĕлĕхĕпе тыткăнланнăскер, ку тăрăхри тĕрĕ ăстисен пултарулăхне курса-киленсе вичкĕн куçĕсемпе сăнама, вуншар тĕссене суйласа илме пултарнă, вĕсене асамлă тĕрĕсенче кăтартма унăн чăтăмлăх та, пултарулăх та пулнах çав.

Искусствăна кăмăллакансем, тĕрĕ ăстин пултарулăхĕпе кăсăкланса, «Кĕр çитрĕ» тĕрĕ умĕнче чылайччен киленсе, шухăша кайса тăраççĕ. Тĕрĕ ăсти çутçанталăк илемне, унăн пуян çимĕçне чăн-чăн пурнăçри пек тĕрлесе, сăнарласа кăтартма тăрăшнă. Çĕр ăшшине, нÿрлĕхе туйса ешерекен симĕс курăк, чечексем, чие çырли чĕррĕн курăнаççĕ. Унăн ытти тĕррисем те куçа йăмăхтарман, йăлăнтарман лăпкă йĕрсемпе, çепĕçлĕхпе, чăнлăхпа, нумай-нумай сăнарлăхпа пĕр тĕвве пĕтĕçтерме пĕлнипе куракана тыткăнлаççĕ.

З.Владимирова пĕрремĕш хут районти выставкăна 2010 çулта «Çутçанталăк илемĕ» тĕррипе хутшăннă, пĕрремĕш премие тивĕçнĕ. Каярахпа Зоя Михайловна республикăри, Раççейри, тĕрлĕ зонăсенчи куравсене хутшăннă, ăна кашнинчех парнесемпе тата дипломсемпе хавхалантарнă.

Тĕрĕ ăстин ĕçĕ-хĕлĕпе тата пултарулăхĕпе хаçатсем те паллаштарнă. Çутçанталăка, тавралăха сăнарланă тĕррисем кăна утмăла яхăн. Тĕрĕ ăстин пĕтĕм пурнăçĕ тăван тавралăхпа, тăван халăх пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, философийĕпе, чăвашлăх туйăмĕпе тачă çыхăннă.

Юлашкинчен çакна каласа хăварар: шыва шарлаттарса юхма чарайман пекех, Зоя Михайловна хăйĕн искусство туйăмне, ăсталăхне пытарса ан лартăрччĕ, малашне те илемлĕ тĕррисемпе савăнтарсах тăтăрччĕ.

В.МОСКВИН. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика