Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кушкăсем - пахча çимĕç ăстисем

22 апреля 2017 г.

Кушкăсем - пахча çимĕç ăстисем

Вăрçă умĕнхи çулсенче Патреккел ялĕнче улма-çырлапа пахча çимĕç ỹстерме вĕрентекен районти колхоз шкулĕ ĕçленĕ.

Унта Кушкă ялĕнчи "Ким" колхозри Максим Афанасьевич Дергунов та вĕреннĕ. Çав çулсенче колхоза Шупашкартан, колхоз председателĕсен курсĕнчен вĕренсе килнĕ Варсонофий Федорович Дергунов ертсе пынă. Çапла майпа пĕртăванĕн ачисем уйрăм звено йĕркелесе Аслă Пăла юханшывĕн айлăмĕнче пахча çимĕç çитĕнтерме тытăннă.

Пахча çимĕç калчисене Максим тете килти парникра ỹстернĕ. Ỹсен-тăрансене шăварма Аслă Пăла шывне лашапа çавăрса кăларса валаксем тăрăх юхтарнă.

Çакна та палăртса каламалла, пахча çимĕç çитĕнтернисĕр пуçне вĕсен вăрлăхĕсене патшалăха нумай хатĕрлесе панă. Ун вырăнне патшалăха тырă сахалрах памалла пулнă. Çакă колхозниксен пурнăç шайне палăрмаллах лайăхлатнă. "Ким" колхоз Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине те хутшăннă, 1940 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе II степень диплома тата 5000 тенкĕ укçан премие тивĕçнĕ.

Вăрçă пуçлансан Максим Дергунова фронта илнĕ, вăл унта хыпарсăр çухалнă. Виçĕ хĕрĕ ашшĕсĕр, çурма тăлăх ỹснĕ. Макçăм тетен ĕçне районти колхоз шкулĕн агрономи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă Александр Павлович Софронов малалла тăснă, вăл та вăрçăран таврăнайман. Пахча çимĕç туса илекен звенона малалла Никифор Николаевич Зайцев, Степан Петрович Бабочкин, Матвей Федорович Мышкин ертсе пынă.

1953 çулта Василий Васильевич Зайцев ертсе пынă Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоза пĕрлештерсен Аслă Пăла юханшывĕн айлăмĕнче пахча çимĕçсĕр пуçне кантăр та акса ỹстерме тытăннă. Кантăр сỹсĕ çĕршывшăн кирлĕ чĕртавар, колхозшăн тупăшлă культура шутланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Кушкă ялĕнче кантăр завочĕ ĕçленĕ.

Кушкă ялĕнче - "Победа" колхозăн 6-мĕш бригадинче 6 гектар хăмла плантацийĕ пулнă, пуçлă сухан (35 гектар), севок (20 гектар), çĕрулми (80 гектар) çитĕнтернĕ. Вĕсенчен кашни çул пысăк тухăç алла илнĕ.

"Победа" колхоза 50 çул каялла Ленин орденĕ парса чыс тунă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче звенона Антонина Матвеевна Мартынова ертсе пыма пуçласан пахча çимĕçпе хăмла туса илесси тата çỹлти шая çĕкленнĕ. Çынсене кирлĕ пек хавхалантарнине, ĕçре механизаци вăйĕпе анлăн усă курса пурнăçлама тытăннине пула продукци туса илесси çулсерен ỹссе пынă. Антонина Матвеевна хăйĕн пархатарлă ĕçĕшĕн пысăк чыса тивĕçнĕ - темиçе хутчен те Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин участникĕ пулнă, медальсемпе хаклă парнесене, "Пилĕкçуллăх ударникĕ" паллăна кашни пилĕкçуллăхра илме тивĕçлĕ пулнă. Вун-вун колхозникпа колхозница Антонина Мартынова пек тăрăшса ĕçленипе Кушкă бригади çулсерен Пĕтĕм Союзри ăмăртура мала тухса пынă, куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялава ĕмĕрлехе усрама чыс çĕнсе илнĕ.

...Вăхăт иртни сисĕнмест, Антонина Матвеевна та 80 çул тултарчĕ. Халĕ "Кушка" ялхуçалăх производство кооперативĕн территорийĕнче ỹсекен йывăçсене лартма та вăл тỹрреммĕнех хутшăннă. Çуркунне çак йывăçсем çулçă сарса илемленсен ешĕл палăк пек, пархатарлă ĕçлесе ирттернĕ çулсене аса илтереççĕ...

И.ТРОФИМОВ.
Кушкă ялĕ.

Сăнỹкерчĕкре: 10 уйăх вĕренмелли районти колхоз шкулĕн вĕренекенĕсем, 1935 çул. Иккĕмĕш ретре, сулахайран тăваттăмĕшĕ - Максим Афанасьевич Дергунов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика