Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патреккелти Успени чиркĕвĕ

11 марта 2017 г.

Чиркỹ çинчен сăмах пуçарсан нумай çул каялла ялти ватăсем тỹрех хурав пама тытăнса тăратчĕç. Мĕншĕн тесен чиркỹ историйĕ çав тери пуян, çакăн çинчен кĕскен анчах каласа та кăтартаймăн.

Чиркĕве уçнăранпа кăçал 275 çул çитет. Вăл Елчĕк районĕнчи чи ватă чиркỹсенчен пĕри шутланса тăнă. Çынсем унти нумай тĕрлĕ документсемпе халĕ те усă курма пултарни чиркỹ хăйĕн ĕçне тĕплĕн туса пынине çирĕплетет.

Анчах Патреккелти Успени чиркĕвĕшĕн 1930 çул юлашки пулнă. Çак çул чиркĕвĕн пысăк чанне антарнă хыççăн ăна хупса лартнă, чиркỹрен клуб туса хунă. Паллах, кунта нумай çул хушши сыхланнă хутсем те çухалса пĕтнĕ. Ялти ватăсем хăйсен калаçăвĕнче час-часах 50 çул пачăшкăра ĕçленĕ Иван Иванович Миролюбов (Иоанн атте) çинчен аса илетчĕç. Миролюбовпа унăн çемйи ял çинче мĕнпе палăрнă? Çак ыйтăва тата чиркỹн кĕске историне те кăштах уçăмлатас тĕллевпе архиври хăш-пĕр ĕçсемпе паллашма тỹр килчĕ.

1551 çулхи май-июнь уйăхĕсенче вырăс çарĕсем Атăл юханшывĕн çỹлти пайĕнче пураласа тунă йывăç çуртсене салатса Сĕве Атăла юхса кĕрекен вырăна шыв тăрăх юхтарса илсе анаççĕ. Вĕсене кунта пуçтарса çĕнĕ хула-крепоç туса лартаççĕ, ăна Свияжск ят параççĕ. 1552 çулхи октябрь уйăхĕнче вырăс çарĕсем Хусан хулине штурмласа илнĕ хыççăн Хусан ханстви арканса каять. Атăлăн сылтăм енĕпе вырнаçнă ханствăн çĕрĕсем вырăс патшалăхĕн çĕрĕ шутне куçаççĕ. 1552 çул хыççăн çак çĕрсене "Сĕве ен" ("Свияжская сторона") теме пуçлаççĕ. Çак çĕрсен кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче вырнаçнă "Тискер хирсем" ("Дикое поле") çине Сĕве уесĕн çурçĕр пайĕнче пурăнакан çынсем куçса килсе ялсем йĕркелеме пуçлаççĕ. Çапла хальхи Елчĕк тăрăхĕнчи çĕрсем çинче те ялсем тĕвĕленме пуçлани сисĕнет. Кунти хура çĕр нумай çынна хăй патне илĕртнĕ.

Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Василий Дмитриев тавра-пĕлỹçĕ хăйĕн "Наедине собой" кĕнекинче (1999 ç., 27-28 стр.) çакăн пек истори факчĕсем илсе кăтартать: 1) Аслă Елчĕкре - 58 килте 215 çын (109 арçын арлă, 106 хĕрарăм арлă), 2) Кĕçĕн Елчĕкре - 20 килте 83 çын (38 арçын арлă, 45 хĕрарăм арлă), 3) Патреккелте - 23 килте 91 çын (39 арçын арлă, 52 хĕрарăм арлă, 4)Акчелте - 14 килте 61 çын (27 арçын арлă, 34 хĕрарăм арлă), 5) Ĕнелте - 14 килте 54 çын (24 арçын арлă, 30 хĕрарăм арлă), 6) Тỹскелĕнче - 21 килте 106 çын (47 арçын арлă, 59 хĕрарăм арлă) пурăннă. Вĕсем хăйсен авалхи чăваш тĕнне тытса пынă. Анчах 1740 çулта вырăс патши вырăс патшалăхне кĕнĕ чăвашсене христиан тĕнне кĕртесси çинчен Указ кăларнă. Çак Указпа килĕшỹллĕн 1740-1764 çулсенче Сĕве хулинче Христос вĕрентĕвне йышăнтарса шыва кĕртессишĕн яваплă кантур та ĕçленĕ. Вăл Вăтам Атăл тăрăхĕнчи халăхсене христиан тĕнне йышăнтарма тытăнать. Сĕве хулинче чăваш тата мари ачисем валли "Новокрещенская" ятлă шкул та йĕркеленет. Шăпах çак вăхăтра, 1742 çулта, Патреккел ялĕнче чиркỹ уçăлать. Вăл Елчĕк тăрăхĕнче пуçласа тунă чиркỹсенчен пĕри пулнă. "Малтанхи чиркỹ çỹллĕ пулман, ăна йывăç пĕренесенчен пураласа тунă. Çак чиркĕвĕн чан тăрри е вырăнĕ (колокольня) та пулман", - тесе аса илетчĕç ĕлĕкхи ватăсем.

Чиркĕве августăн 28-мĕшĕ тĕлне килекен "Успение Пресвятой Владычицы нашей Богородицы и Приснодевы Марии" ятлă престол уявĕ кунĕн ятне параççĕ. Çапла майпа августăн 28-мĕшĕ Патреккел чиркĕвĕн престол уявĕн кунĕ пулса тăрать. Ăна кĕскен Патреккелти Успени чиркĕвĕ теме пуçлаççĕ. Çапла майпа чиркỹ Патреккел ялĕн тăрăхĕнче православи вĕрентĕвне саракан тĕп центр пулса тăрать.

Тутар Республикин наци архивĕнчи Хусанти духовнăй консисторин фондĕнчи документсем Патреккелĕнчи Успени чиркĕвне çĕнĕрен 1848 çулта çĕнетсе хăпартнине çирĕплетсе параççĕ. Йывăç пурасенчен тунă чиркĕве кирпĕч никĕс çине лартса вырнаçтараççĕ. Чиркỹ икĕ престолтан тăнă: тĕп престол - Турă Амăшĕн Успенийĕ ячĕпе, хушма престол - Воронежри Çветтуй Митрофан Чудотворец ячĕпе хисепленсе тăнă. Чиркỹ штатĕнче 2 священник, тиек тата псалом юрлакан 2 çын шутланса тăнă. Чиркỹ çурчĕн тăрăшшĕ - 14,5 хăлаç (30,9 метр), сарлакăшĕ-9,6 метр, çỹллĕшĕ çỹлти керниç таран 14,2 метр пулнă. Чиркỹ çинче çавра формăллă пĕр пысăк тỹпе мăнаçлăн та илемлĕн курăнса тăнă. Чиркỹре икĕ иконостас (православи чиркĕвĕнче алтарь умĕнчи турăшсем çакмалли стена) вырнаçтарнă пулнă. Тĕп иконостас тăрăшшĕ - 9,94 метр, çỹллĕшĕ 9,94 метр пулнă. Хушма пỹлĕмри иконостас тăрăшшĕ - 4,97 метрпа, çỹллĕшĕ 2,13 метрпа танлашнă. Чиркĕвĕн чан çапмалли вырăнĕ пĕр тăрăллă пулнă, çỹллĕшĕ 9,5 хăлаç е 20,2 метра çитнĕ. (Пĕр хăлаç - сажень - 2,13 метр).

Пысăк чиркỹ чанĕ, документсем тăрăх, 30 пăт та 35 кĕрепенкĕ - 595 кг. (ял çыннисем каланă тăрăх 36 пăт та 14 кĕрепенкĕ - 995 кг.) тайнă пулнă. Вăл хăйĕн сассипе йĕри-тавралăха мăнаçлăн янăратнă. (1 пăт - 16,32 кг., 1 кĕрепенкĕ (фунт) - 0,4095 кг.)

Чиркĕвĕн хăйĕн çĕрĕ те пулнă. Çав шутра чиркỹ çурчĕпе чиркỹ çумĕнчи масарăн çĕр лаптăкĕ - 2,92 га, сухаланакан çĕр - 65,4 га, курăк çулмалли çаран - 4,36 га, улма-çырла пахчи - 2,18 га, сухалама мелсĕр çĕр - 0,13 га, Кĕçĕн Пăла шывĕ йышăнакан çĕр лаптăкĕ - 0,86 га (çĕр лаптăкĕсене хальхи виçепе шутласа илнĕ) шутланса тăнă.

Патреккелти Успени чиркĕвĕн прихутне тĕрлĕ вăхăтра: Патреккел - прихут центрĕ, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Елчĕк, Акчел, Тỹскел, Ĕнел, Тăрăм, Кипеç тата Вăрăмхăва ялĕсем кĕнĕ. Ку тăрăхра пурăнакан çынсем 1724 çулччен ясак тỹленĕ, 1866 çулччен патшалăх хресченĕсем шутланса тăнă.

Вырăнти халăх хушшинче Христос вĕрентĕвне сарас ĕçре Патреккелти Успени чиркĕвĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ. Анчах чиркỹри кĕлĕсене вырăсла ирттернĕ пирки вĕсене вырăнти çынсем ăнланман. Çакна шута илсе Патша Правительстви Атăл тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсене вырăсла вĕрентес шутпа шкулсем уçма тытăннă. Çапла майпа 1845 çулта Патреккел ялĕнче те земствăн 2 класлă училищи уçăлать. Атăл тăрăхĕнчи чăваш халăхне çутта кăларса вĕрентес ĕçре чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕн Иван Яковлевич Яковлевăн тỹпи пысăк пулнă.

Патреккел ялĕн тăрăхĕнче чиркỹ, шкул ĕçне сарас ĕçре Успени чиркĕвĕн пачăшки Иван Иванович Миролюбов пысăк вăй хунă. Çакăн пирки Хусанти вĕрентỹ округĕн чăваш шкулĕсен инспекторĕ Николай Иванович Золотницкий Хусан хулинче 1868 çулхи апрель уйăхĕнче иртнĕ "Братство Святого Гурия" ларăвĕнче аса илсе çирĕплетет.

Иван Иванович Миролюбов çинчен пирĕн ентешсем çапла аса илетчĕç:

1. Александр Ефимович Пушков (1902-1994), Акчел ялĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, пархатарлă ĕçĕшĕн Ленин орденне (1953 ç.) илме тивĕçнĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ: "...Иван Иванович хисеплĕ çын пулнă. 1913 çулта Патреккел шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăл эпир Турă саккунĕсене мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме хутшăнчĕ. Лăпкăн, сасă хăпартмасăр калаçатчĕ, сăмахсене тăсарах калатчĕ. Унăн ыйтăвĕсем çине хурав панă чухне эпир те ун пекех сăмахсене тăсарах калаттăмăр. Вăл çакна сиссе пирĕн çине куларах пăхса илетчĕ. Çав çулсенче чиркỹ çумĕнчи хор та çынсем çине пысăк витĕм кỹнĕ. Çулпа аслăрах çынсемпе пĕрле унта пире те - шкул ачисене сасăсене тĕрĕсленĕ хыççăн юрлама илсе каятчĕç".

2. Александр Романович Романов (1909-1983), Елчĕк ялĕ. Партипе советсен органĕнче нумай çул вăй хунă. "Колхоз ялавĕ" хаçатăн редакторĕ те пулнă, Елчĕк районĕн паллă тăван ен тĕпчевçи И.И.Миролюбов çемйи çинчен нумай пĕлнĕ: "... Миролюбов пачăшкă çемйин историйĕ питех те кăсăклă. Кунта тĕпчесе пĕлмелли питех те нумай. Иван Иванович пысăк тавракурăмлă журналист та, унăн ĕçĕсене вуласа пĕлни те питĕ вырăнлă...".

Çакăн йышши асаилỹсем тата та нумай. Мĕншĕн тесен Миролюбов çемйи Патреккел ялĕн тăрăхĕнче анчах мар, Хусан кĕпĕрнинче те паллă пулнă. Миролюбовсем Патреккел ялĕн çĕрĕ çине ăçтан килнĕ-ха? Тутар Республикин наци архивĕн фондĕнчи, Хусанти духовнăй семинарин, Хусанти духовнăй консисторин тата Патреккел ялĕнчи Успени чиркĕвĕн клер ведомоçĕсенчен илнĕ 1895, 1911 çулсенчи документсенчен çак паллă:

"...Хусан кĕпĕрнинчи Чистополь уесĕнчи Сунчелеево салинче пурăнакан Иван Миролюбов пономарь (христиан чиркĕвĕнчи кĕçĕн ĕçчен) ывăлĕ Иван Иванович Миролюбов 1841 çулта çуралнă. 1858 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăл Хусанти духовнăй семинарине вĕренме кĕрет. Унтан вăл 1864 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче вĕренсе тухать, иккĕмĕш разрядлă свидетельствăна тивĕçет. 1865 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче ăна Епархи хушăвĕпе Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Элкел вулăсне кĕрекен Патреккел ялĕнчи Успени чиркĕвĕн священникĕ пулма çирĕплетнĕ. 1868 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Епархи хушăвĕпех ăна Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпỹ уесĕнчи Мучар салине священник пулса ĕçлеме куçараççĕ. Анчах И.И.Миролюбов хăй ыйтнипе ăна çав çулхинех, майăн 6-мĕшĕнче Патреккелти Успени чиркĕвне каялла таврăнмалла тăваççĕ.

Кунта вăл "Турă саккунне вĕрентекен" (законоучитель) пулса ĕçлеме тытăнать. 1868-1895 çулсенче Патреккел ялĕнчи земствăн пĕр класлă училищинче, 1881-1884 çулсенче Кĕçĕн Елчĕкри пĕр класлă училищĕре, 1888-1895 çулсенче Тăрăмри земство училищинче ĕçленĕ.

1878 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче уçăлнă Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ те, вĕрентекенĕ те Иван Иванович Миролюбов пулнă.

1881-1885 çулсенче вăл Патреккелти Успени чиркĕвĕн пуçлăхĕ пулса вăй хунă. 1875-1895 çулсенче Иоан атте чиркỹ енчен çĕре пайласа илессипе çыхăннă, суд умĕн айăплă ĕç тупсăмне тĕпчесе пĕлекен комиссин депутачĕ, 1883-1887 çулсенче епархи съезчĕн делегачĕ пулнă.

Чиркỹ туса пыракан курăмлă ĕçсемшĕн ăна 1881 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче набедренник, 1889 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче скуфья парса чысланă. (Скуфья - христиансен чиркĕвĕнчи пачăшкăсен шĕвĕр тăрăллă хура калпакĕ. Набедренник - кĕлĕ вăхăтĕнче священник сылтăм енне çакакан тăрăхла тăваткал кĕтеслĕ тумтир. Ку вăл курăнман хĕçе, Турă çырăвне çивĕч пĕлсе тăнине пĕлтерет.

Архив хучĕсем çирĕплетнĕ тăрăх 1895 çулта И.И.Миролюбов çемйи çапла пулнă: кил хуçи арăмĕ - Юлия Минеева - 53 çулта, тата вĕсен ачисем:

1. Серафима - 29 çулта, Шупашкар уесĕнчи Сĕнтĕрвăрри хулинчи Хусанти Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркĕвĕнче псаломщик пулса ĕçлекен Федор Соколовăн арăмĕ;

2. Леонид - 28 çулта, Турă вĕрентĕвĕн кандидачĕ, Благовещенск хулинчи духовнăй семинарин вĕрентекенĕ;

3. Римма - 26 çулта, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Çĕнĕ Эйпеçĕнчи çĕнĕрен тăвакан Никольски ячĕллĕ чиркĕвĕн Николай Дивлегорский священникăн арăмĕ;

4. Никандр - 25 çулта, Хусанти духовнăй академине пĕтернĕ, духовнăй семинарисенче вĕрентме пултаракан, Турă вĕрентĕвĕн кандидачĕ;

5. Александр - 23 çулта, Хусан кĕпĕрнинчи Спас уесĕнчи Кушкă салинчи чиркỹ священникĕ;

6. Раиса - 20 çулта, Патреккелĕнчи земство училищинчен вĕренсе тухнă. Ялта ашшĕ çумĕнче пурăнать;

7. Владимир - 18 çулта, Хусанти духовнăй семинарин 4 класĕн вĕренекенĕ;

8. Николай - 16 çулта, Хусанти духовнăй семинарин 2 класĕн вĕренекенĕ;

9. Нина - 15 çулта, Хусанти хĕрарăмсен епархийĕн училищин 2 класĕн вĕренекенĕ;

10. Ардальон - 12 çулта, Хусанти духовнăй училищĕн 3 класĕн вĕренекенĕ;

11. Алевтина - 10 çулта, Патреккелти земство училищине вĕренсе пĕтернĕ.

Вăхăт иртнĕ май тĕрлĕ пулăмсем, çынсен ячĕсем манăçа тухса, çухалса пыраççĕ. Мĕн тăвăн, вăхăт хăйĕнне тăватех. Мĕнле ỹкĕнĕçлĕ пулсан та çак тарана çитсе те И.И. Миролюбов сăнỹкерчĕкне тата вăл хăçан вилнине тупса палăртма май килмерĕ. Шанăçа çухатмалла мар теççĕ. Тен, çак статья хаçатра пичетленнĕ хыççăн çаксем пирки пĕлекен çынсем те тупăнма пултарĕç тетĕп. Анчах кунта Миролюбовăн виçĕ ачи - Ардальон, Нина тата Никандр пирки тĕплĕнрех аса илмесĕр ниепле те иртме çуках. Историлле документсем вĕсем пирки çапла аса илтереççĕ:

1. Ардальон Иванович Миролюбов (12.04.1883 - 1957 çç.) - Хусан кĕпĕрнинчи паллă революционер. Хусанти духовнăй училищĕре, семинарире вĕреннĕ çулсенчех революци юхăмне хутшăннă. 1903 çулта вăл Хусанти университетăн медицина уйрăмне вĕренме кĕнĕ, унта пĕр çул вĕреннĕ хыççăн физикăпа математика уйрăмне куçать. 1909 çулта Хусан университетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вологда-Архангельск хулисем хушшинчи чукун çул çинче вăй хунă - пĕр участокра строительство ĕçĕсене ертсе пынă. 1917 çулхи Октябрьти революци хыççăн Вологда хулинчи университетра физика тата хими предмечĕсемпе лекцисем вулать. 1905-1907 çулсенче революци ĕçне хутшăннă активлă социал-демократ пулнă. Иртнĕ çулсенче ун çинчен тата Елчĕкри социал-демократсен ушкăнĕ мĕнле ĕçлени çинчен район хаçатĕнче те нумай статья пичетленнĕ. Вĕсен ушкăнĕ районти тĕп больницăри хальхи администраци çуртĕнче пуçтарăнса калаçнă. Çакăн çинчен палăртса çуртăн стени çине вырнаçтарнă асăну хăмине нумайăшĕ курнă ĕнтĕ.

Ардальон Иванович революционер кăна мар, пирĕн хальхи Чăваш Республикин çĕр пуянлăхĕпе кăсăкланакан, ăна тĕпчекен çын та пулнă. Вăл Тутар Республикине кĕрекен Тутар Упи ялĕ çумĕнче çунакан сланецсен вырăнне тупса палăртнă. Унсăр пуçне, Шăмăршă районĕнчи Асанкасси тата Пăчăрлă Пашьел ялĕсем тĕлĕнче кỹкĕрт вырăнĕсем пурри çинчен çырса пĕлтернĕ Ардальон Миролюбов хăйĕн кун-çулĕн юлашки кунĕсем çитичченех Самарканд хулинче ĕçлесе пурăннă. Унта вăл узбексен педагогика академийĕнче тата хулари вăтам вĕрентỹ заведенийĕсенче физика тата хими предмечĕсене вĕрентнĕ. Нумай çул хушши çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçре тăрăшнăшăн тата революци юхăмне хастар хутшăннăшăн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăл Самарканд хулинче 1957 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

2. Нина Ивановна Боголюбова (хĕр чухнехи хушамачĕ Миролюбова) 1880 çулта çуралнă. 1905-1907 революцилле çулсенче Теччĕ уесĕнчи Сумароковăри хĕрачасен икĕ класлă чиркỹн прихут шкулĕнче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Вăл та Ардальон шăллĕ пекех революци юхăмне хутшăннă - Теччĕ уесĕнчи социал-демократсен ушкăнĕнче тăнă. Нина Ивановна А.М.Боголюбовпа Елчĕк больницинче те ĕçленĕ. Вăл Аркадий Михайлович Боголюбов (1875-1952 ç.ç) тухтăр-хирургăн мăшăрĕ пулнă. Аркадий Боголюбов вара Тутар Республикин паллă тухтăрĕ, медицина наукисен докторĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, 1940 çулта "РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят панă.

Маларах асăннă Александр Ефимович Пушков Нина Ивановна пирки каласа кăтартни нихăçан та асран тухмасть: "1914 çулта Теччĕ хулинчи Аслă пуçламăш шкул училищинче вĕреннĕ вăхăтра сывлăха тĕрĕслеме тухтăрсем патне илсе çỹретчĕç. Ун чухне тухтăрсем çынсене хăйсен килĕсенче те йышăннă. Эпир вара А.М. Боголюбов патне кайма тăрăшаттăмăр. Ун патне кĕмелли черете мăшăрĕ - Нина Ивановна йĕркелесе таратчĕ. Вăл эпир Патреккел чиркĕвĕн прихутне кĕрекен ялсенчи ачасем пулнине пĕлнĕ хыççăн пирĕнпе яланах тараватлăн, хĕпĕртесе сăмах хушатчĕ. Пире тухтăр патне йышăнăва маларах кĕме те пулăшатчĕ. Патреккел ялĕнчи хыпарсене ыйтса пĕлетчĕ".

3.Никандр Иванович Миролюбов (17.10.1870 - 27.01.1927 çç.) - юрист, право вĕрентĕвĕн профессорĕ. Иртнĕ çулсенче ун çинчен нумай çырман. Икĕ пĕртăван: Никандрпа Ардальон пурнăç çулĕ çине тĕрлĕрен пăхнă. Вĕсем иккĕшĕ те пысăк тавракурăмлă çынсем пулнă. Никандр Иванович Хусанти духовнăй академирен 1895 çулта, университетăн юристсем хатĕрлекен уйрăмĕнчен 1899 çулта вĕренсе тухнă. 1904 çултанпа Хусанти университетăн суд тата уголовлă правăн кафедринче вăй хунă. Вăл паллă юрист пулнăран унран чăваш халăхĕн просветителĕ Иван Яковлевич Яковлев та хỹтлĕх ыйтнă. 1906 çулта Чĕмпĕр хулинчи "Симбирские вести" хаçат И.Я.Яковлев çинчен элеклĕ статья пичетлесе кăларнă. Иван Яковлевич ыйтнипе çак ĕçе Никандр Иванович Миролюбов пăхса тухнă, вăл элекçĕсене тăрă шыв çине кăларнă. Унта Иван Яковлевич айăпсăр çын пулнине çирĕплетсе панă. Çак ĕçшĕн хаçат редакторне Миллера тата хаçата статья паракан Сахарова суд умне тăратнă. Никандр Иванович Миролюбов çинчен вырăсла пичетленсе тухнă "Чăваш энциклопедийĕ" (2009 çул, 3-мĕш кĕнеки) кĕнекере çапла çырса кăтартнă: "... 1917 çулхи февральти революци хыççăн Н.И.Миролюбов Хусанти суд палатин прокурорĕ тата çав вăхăтрах университетăн профессорĕ пулнă. 1918 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăл шуррисен çарĕпе пĕрле Омск хулине тухса кайнă. Кунта та прокурор ĕçĕсене туса пынă. А.В.Колчак приказĕпе арестленĕ "КОМУЧ" членĕсен следствин комиссине ертсе пынă май вĕсенчен нумайăшне хупса лартасран хăтарнă. Хăтарнисен хушшинче хăйпе пĕрле вĕреннĕ студент С.Н.Николаев та пулнă. Н.И.Миролюбов патша çемйине вĕлернине тĕпчесе пĕлекен Н.А.Соколов следователĕн комиссинче асăрхаса тăракан прокурор пулса шутланса тăнă. Çапăçусем чарăнсан Владивосток хулинчи Инçет Хĕвелтухăçри патшалăх университетĕнче студентсене право йĕркисене вĕрентнĕ.1922 çулта вăл Харбин хулине (халĕ Китай çĕршывне кĕрет) пурăнмаллах куçать. Кунта Раççейрен куçса килнĕ эмигрантсем валли уçнă аслă вĕренỹ заведенийĕн деканĕ пулса ĕçленĕ. Вăл Харбин хулинчи вырăс эмигранчĕсен председателĕ те пулнă, Китайри право йĕрки çинчен çырнă статьясен авторĕ те. Н.И.Миролюбов 1927 çулта кунтах вилнĕ.

Статьяна вĕçлесе пынă май çакна та палăртса хăварасшăн: Патреккел ялĕнчи Успени чиркĕвĕн, Патреккел ялĕн историйĕ питех те пуян. Ку чухне пĕр çын, пĕр çемье кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки анчах чарăнса тăраймăн. Çавăнпа та çамрăк тĕпчевçĕсене çак ĕçе тата та малалла тăсма сĕнетĕп.

В.МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика