Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил ăшши

03 июня 2017 г.

Кил ăшши

Пирĕн асаттепе асанне пилĕк ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен виççĕмĕш ывăлĕ - пирĕн атте. Ăна Алексей Анатолиевич тесе чĕнеççĕ. Энтепери вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти 23-мĕш училищĕре электрик профессине алла илнĕ вăл. Малтанах трактор тăвакансен заводĕнче ĕçленĕ. 1988 çулта çар ретне тăнă. Сержант званипе отделени командирĕ пулнă. Салтак тумне хывсан Петропавловск-Камчатский хулинче пулă тытнă çĕрте ĕçленĕ. Тинĕс асамлăхĕ пирки атте пире хавхаланса каласа парать. Уншăн тунсăхлани халĕ те сисĕнет. Асаннене пĕччен йывăртан атте тăван тăрăха таврăннă. Малтанах колхозра электрикре тăрăшнă. Халĕ Мускава ĕçлеме çỹрет.

Аттепе анне пĕр шкултах вĕреннĕ. Кивĕ Арланкасси хĕрĕпе Энтепе каччи 1995 çулхи кăрлач уйăхĕнче чаплă туй кĕрлеттернĕ. Анне вăл вăхăтра Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсен Энтепери шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă, ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Хальхи вăхăтра Галина Васильевна Кушкăри шкулта ĕçлет. Ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать, "Çамрăк таврапĕлỹçĕ" кружока ертсе пырать. Унăн вĕренекенĕсем тăван ен культурипе, йăли-йĕркипе, пултаруллă çыннисемпе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ. Районти конкурссенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕреççĕ. Вĕрентекен хăй те наукăпа тĕпчев конференцийĕсене, тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Пирĕн анне çĕр çинчи чи-чи çепĕç, тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çын. Вăл яланах пире пулăшма тăрăшать, ăшă сăмахпа йăпатать. Пĕчĕк ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхтарать, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарать. Мĕн ачаран çутçанталăка, тăван çĕре, тăван чĕлхене юратма вĕрентет.

Атте - çирĕп ыйтакан, ĕçчен çын. Техникăна кăмăллать. "Çăмăл машинине пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхать," - теççĕ атте пирки ялта. - Арçыннăн çурт тумалла, ывăл ỹстермелле, йывăç лартмалла, - тет вăл.

Чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăлипе тăван килте кĕçĕн ывăл тĕпленет. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр çĕнĕ çĕре куçса тухса çурт çавăрнă. 2002 çулта пирĕн çемье йышланчĕ. Йĕкĕрешсем кун çути курчĕç. Пĕр савăнтăм, пĕр хурлантăм шăллăмсем çуралсан. Атте мана сахалрах тимлĕх уйăрĕ тесе шиклентĕм мар-и? Çук иккен, аттепе аннен юратăвĕ пур ачине те çитет, таса çăлкуç пек тапса тăрать. Халĕ эпир, пĕртăвансем, пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр та. Анне мана хăйĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ тет. Шăллăмсем аттепе пĕрле тĕрлĕ ĕçе хăнăхса ỹсеççĕ. Саккăрмĕш класа çитнĕскерсем вĕренỹре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Пирĕн йăхран тухнă çынсем пурте ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ, кăмăлне кура ял çинче ятлă, сумлă. Эпир те Вениковсен йăхĕн чысне вараламăпăр, вĕренỹре тата ĕçре малтисен ретĕнче пулма тăрăшăпăр. Шăкăл-шăкăл, мирлĕ, юратса, килĕштерсе пурăнма пире Турă пулăшса пытăр.

Çемье тăван килтен пуçланать. Савнă кил тăвансене пĕрле пуçтарать, хуйхăна та, савăнăçа та пĕрле пайлаттарать. Тăванпа пĕрле пысăк ĕç пуçлама та хăрушă мар, ĕçкĕ-çикĕре те савăнма кăмăллă. Пирĕн аттепе анне пур тăвана çыхăнтарса тăраççĕ, уйрăлса кайма памаççĕ, чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăли-йĕркине тытса пыраççĕ. Çапла пултăр та.

Мария ВЕНИКОВА.

Сăнỹкерчĕке пăхатăн та Вениковсен çемйинче пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе, телейлĕ пурăннине туйса илетĕн. Кашни çемьерех çапла пултăрччĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика