Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

"Халăх инвентаризацийĕ" акци

Елчĕк районĕнче юхăннă, усă курман тата авариллĕ объектсенчи куçман пурлăха общественноçа явăçтарнипе тупса палăртас енĕпе "Халăх инвентаризацийĕ" акци пырать.

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласах ял тăрăхĕсен специалисчĕсем юхăннă, усă курман куçман пурлăх объекчĕсене суйласа илсе тĕрĕсленĕ. Майăн 19-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ кăтартусем тăрăх район территорийĕнче пушă ларакан, усă курман 48 объекта, çав шутран 6 объектăн хуçи вуçех çуккине тупса палăртнă.

Хальхи вăхăтра Елчĕк район сайтĕнче граждансенчен (юридика сăпатĕнчи çынсенчен) юхăннă, усă курман тата авариллĕ объектсенчи куçман пурлăха тупса палăртнин информацине йышăнас тĕллевпе "хĕрỹ лини" йĕркеленĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем çинчен Елчĕк район администрацийĕн 7 тата 11-мĕш пỹлĕмĕсенче вырнаçнă специалистсем патне ятарласа пырса, çырса пама тата телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме те юрать. Пирĕн телефонсем: 8 (83549) 2-57-30, 2-53-61, электронлă адрес: zeml@yaltch.cap.ru, property@yaltch.cap.ru.

http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2677055&gov_id=594

 



"Елчĕк Ен"
27 мая 2017
14:51
Поделиться