Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçтешĕмĕрпе савăнатпăр (ЯЛ ĚÇЧЕНĚ)

30 мая 2017 г.

Ĕçтешĕмĕрпе савăнатпăр (ЯЛ ĚÇЧЕНĚ)

Пăрчăкан пек пултаруллă, пур ĕçре те вăр-вар, ĕçчен хĕрарăм Любовь Геннадьевна. Вăл Чутейри вăтам шкулта 2003 çултанпа вăй хурать.
Анат Тагилти индустрипе педагогика техникумĕ хыççăн Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутран вĕренсе тухнă. Малтанах çамрăк хĕр Канашри 2-мĕш номерлĕ училищĕре специальноçпа ĕçлеме пуçланă.
1989-2004 çулсенче Ишпуçĕнче тăрăшнă. Кунта “Шанчăк” пултарулăх ушкăнне çÿренĕ. Тав, Хисеп хучĕсем сахал мар илнĕ. 2011-2013 çулсенче Тăвайĕнче “Декорирование” ятлă кружока ертсе пынă. Любовь Краснована пурнăç çулĕ Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кавалтан Ишпуçне илсе çитернĕ. Николай Владимирович Красновпа йăва çавăрнă. Çемье пуçĕ Çĕрпÿ хулинчи совхоз-техникума пĕтернĕ хыççăн хăйĕн профессийĕпе “Кубнинский” совхозра нумай çул вăй хунă. Хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿрет. 
Алли-ури ăста çак мăшăрăн, икĕ хутлă çурт еплерех капăрлатса лартнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, кăмăллă. Асли Денис Шупашкарта электромеханика техникумне пĕтернĕ, илнĕ специальноçĕпе Мускавра ĕçлет, хĕрĕ Виктория 4-мĕш класра “5” паллăпа çеç вĕренет.
Шкулти ĕç-и, килти-и - пурне те тĕплĕ, тирпейлĕ, чунпа, çынна усăллă тума тăрăшать Любовь Геннадьевна. Шкул участокĕнчи çĕр ĕçне те ачасемпе вăхăтра пурнăçлаççĕ. Шкулта вăл технологи, ИЗО предмечĕсене вĕрентет, “Ал ăсталăхĕ” кружок ертсе пырать. Тем тĕрлĕ ĕç те вĕренеççĕ ылтăн алăллă учительрен ачасем: çыхма, ÿкерме, çĕлеме, тĕрлеме тата ыттине те. Уявсене халалланă пĕр мероприяти те ачасен ал-ĕç выставкисĕр иртмест. Кружок членĕсем питĕ юратаççĕ вĕрентекене. Районта иртекен нумай конкурсра унăн ачисем диплом, грамота çĕнсе илнĕ.
Класс ертÿçи те вăл. Тăххăрăн вĕсем класра, кашнинех хăйĕн чун тĕпренчĕкĕ пек юратать, тĕрĕс çул суйлама пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика