Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешпе мăнаçланатпăр

24 мая 2017 г.

Ентешпе мăнаçланатпăр

Чăрмавлă-чаруллă пулăмсене пăхăнмасăр çĕнĕлĕхе - этнопедагогикăна - тĕрлĕ регионта вăя кĕртнĕ Г.Н.Волков умĕнче паян чылай халăх çынни пуç таять. Унăн йышлă кĕнеки-статйисене, наградисене шута илсе мар, сипетлĕх пахалăхĕсене кура. Вĕсене вăл халăхăн ырă йăли-йĕрки, юрри-кĕвви, юмахĕ-халапĕ, тĕрри-эрешĕ, пилĕ-халалĕ... витĕр сăрхăнтарса кăларнă.

Паллă ăсчах пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хальлĕхе сахал мар пĕлетпĕр пулин те вулаканшăн çĕнĕ страницăсем те уçăлĕç-ха малашне.

Асăннă статьяра Геннадий Никандровича уйрăм çынсен хаклавĕпе тишкерес терĕмĕр...

Леонид БОБИН, учитель-пенсионер:

- Кенипе эпир - тантăшсем. Пĕр касра выляса ỹснĕ, пĕр класрах вĕреннĕ. Тăрăшуллăччĕ çав тери. "Тăваттă" паллă сайра-хутра кăна илнĕ вăл.

Пирĕн вăхăтра урам ача-пăча сассипе янăраса тăнă ĕнтĕ. Эпир тĕрлĕ вăйă выляма та, атте-аннене пулăшма та, колхозра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Пахча çимĕç шăварма тесе ана вĕçĕнчи çырмара пĕве пĕвелеттĕмĕр. Мăян çапмалли машина та хамăрах ăсталанă.

- Кенин ватă асламăшĕ, эпир тăтăш айкашнине кура-тăр: "Ачасем, астăвăр, шăрпăкпа ан выльăр", - тетчĕ. Вăл касри ачасене пăхса тăраканĕ пулнă. Хальхи пек каласан: надзор.

Юлташăм уçă кăмăллă пулнăран, унпа пĕр чĕлхе тупма ансатчĕ. Пуçтахсемпе çыхланман вăл, лешсем те хутшăнман унпа. Хăйне те, ыттисене те кỹрентерме паман. Ун чухнех тăван чĕлхепе таса калаçатчĕ. Кайран, вĕренсе пысăк çын пулсан та, хăй пекех юлчĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Кени иккĕмĕш бригада бригадирĕ пулнă: хуçалăхри ĕç-пуçа, патшалăха тырă ăсатнине контрольлесе тăнă. Канаша, Тутарстанри Пăвана лашасемпе çеç мар, вăкăрсемпе тырă турттарнă эпир.

Кени амăшĕ çинчен те пĕр-ик сăмах калас килет. Альтук аппа ĕмĕрĕпе колхозра пилĕк авнă. Культуруллă. Лăпăр-лапăр сăмахсемпе калаçман. Шỹтлеме питĕ юрататчĕ.

Геннадий Никандрович ырă сăмаха çеç тивĕçлĕ. Ялтан тухнă чăваш ачи ăслăлăх тĕнчинче çỹле çĕкленнĕшĕн мăнаçланатăп. Анна ПОРТНОВА, Кушкăри вăтам шкул вĕрентекенĕ:

- Геннадий Волков пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вăл район, республика чысĕ, мухтавĕ. Уроксенче тата класс тулашĕнчи мероприятисенче унăн ĕçĕсене яланах тĕпе хума тăрăшатпăр. Тĕрлĕ хайлавĕ - "Асанне юмахĕнчен" пуçласа "Чувашская этнопедагогика" таранчченех пурнăçа пысăк шанăçпа пăхма вĕрентеççĕ.

Анисия ИГНАТЬЕВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Шупашкарти 12-мĕш шкул:

- Г.Н.Волковшăн чи пысăк пуянлăх вăл - чун пуянлăхĕ шутланнă. "Пушă чунлă çын мана нихăçан та кăсăклантарман. Таса чунлă çынсем кăна мана илĕртеççĕ, вĕсемпе чуна уçса ирччен калаçса ларма та хатĕр эпĕ", - тетчĕ.

Эпĕ Геннадий Никандровичăн тимлĕхĕнчен, сăнаса асра тытса хăварма пултарнинчен паянхи кун та тĕлĕнме пăрахмастăп. 2010 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче сирĕн шкулта (Аслă Елчĕкре) пултăмăр. Пире, конференцие хутшăнакансене, чăваш йăли-йĕркипе ăшшăн, тараватлăн кĕтсе илчĕç. Каялла çула тухнă чухне Учитель манран: "Миçе тĕрлĕ чăваш апачĕ шутласа кăлартăн?" - терĕ. Шкулта 17 тĕрлĕ чăваш апачĕ хатĕрленĕ: пăтă, шăрттан, тултармăш, йăва, турăх, пỹремеч... "Тинкеле çук", - терĕ. Эпĕ ун умĕнче намăс курас мар тесе, ăнланнă пек турăм. Киле çитсенех Учительпе пĕр çулсенчи, Тăрмăш ялĕнче пурăнакан анне патне шăнкăравларăм. Тинкĕле пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа ăнлантарчĕ вăл.

Тепĕр кунне аннепе калаçни çинчен Геннадий Никандровича пĕлтерме хăюлăх çитертĕм. Пĕлмен япала пирки пĕлме тăрăшнăшăн Учитель мана мухтаса та илчĕ.

Антонина ОСИПОВА, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çуртăн заведующийĕ:

- Чăвашран çакăн пек çын тухни тĕлĕнтерет, мăнаçлантарать. Ун пек чунĕпе таса, ĕçĕпе пархатарлă çынсем йышлах та мар. Вăл чылай ĕçне тăван амăшĕпе çыхăнтарнă. Альтук аппа тăватă ачине те ĕçченлĕхпе сăпайлăхра воспитани парса ỹстернĕ. Çитĕнсен хăйсем те ăна питĕ сума сунă.

Пурнăçра паян хирĕçлĕрех те пулать вĕт-ха. Хăш-пĕр ватăсем ывăлĕ-хĕрĕ хăйсене пăхманнишĕн ỹпкелешеççĕ. Тĕлĕнме кирлĕ мар: ку вăл - вăхăтĕнче ачисене мĕнле воспитани панин кăтартăвĕ.

Н.МАЛЫШКИН ыйтса пĕлнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика