Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре атте-анне пилĕпе

24 мая 2017 г.

Ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре атте-анне пилĕпе

Шăмалакра пурăнакан Вера Андреевнăпа Александр Семенович Красновсем 55 çул каялла çирĕп çемье çавăрнă. Изумруд туя анлă паллă турĕç вĕсем.

- Пирĕн несĕлсем çемье пĕлтерĕшне лайăх пĕлсе тăнă, пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынă. Вĕсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хăй пурăннă чухне икĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла: ашшĕ-амăшне пулăшмалла, хисепе тивĕçлĕ, ырă ачасем пăхса ỹстермелле, - тет калаçнă май Санькка тете. Александр Семеновичăн ашшĕпе амăшĕ ял çинче сумлă çынсем пулнă. Пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланнă, хуçалăха çирĕп тытса пынă, ывăлĕсене тĕрĕс воспитани панă. Ĕлĕкрех чăваш çемйин пĕтĕм пурнăçĕ кил-йышра иртнĕ. Çавăнпа та Семен Егорович, Санькка тетен ашшĕ, яланах çемье, ашшĕ-амăшĕ, ачисем йĕркеллĕ пулччăр, тăнăç пурнăçпа пурăнччăр тесе ырми-канми тăрăшнă.

Анчах та 1941 çулхи июнь уйăхĕнче кĕтмен çĕртен тухнă Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пĕр çемьене те амантмасăр хăварман. Вăрçă пуçлансанах çемье пуçлăхĕ, Семен Егорович Краснов, салтак юрри юрласа фронта тухса кайнă. Мăшăрĕ, Феоктиста Кирилловна, икĕ ывăлĕпе тăрса юлнă. Вăрçă пынă çулсенче тылра юлнă хĕрарăмсем арçынпа пĕр тан ĕçленĕ. Ака-суха тунă, тырă-пулă çитĕнтерсе фронта пулăшнă. Кăмакара çăкăр пĕçернĕ чухне тăвар вырăнне куççулĕпе тутă кĕртсе ăна юратнă мăшăрĕсене валли фронта ăсатнă. Килти пур ĕç те хисепре пулнă. Феоктиста Кирилловна икĕ ывăлне мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса, вĕрентсе пынă. 1945 çулхи пуш уйăхĕнче Красновсен çуртне хăрушă хыпар çитнĕ. Польшăна ирĕке кăларнă чухне, Прауст хули çывăхĕнче Семен Егорович Краснов пулеметчик паттăрăн çапăçса вилнĕ. Çапла Шăмалакри çемьесем пĕрин хыççăн тепри илсе тăнă виç кĕтеслĕ çырупа килекен хăрушă хыпарсене.

Тăлăх çемьере иртнĕ Александр Семенович мăшăрĕн Вера Андреевнан пурнăçĕ те. Казначеевсен çемйине те ылханлă вăрçă хуçса хăварнă. Ĕлĕкех чăвашсен кил-йышĕнче арăмĕпе упăшки пĕр тан пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă. Йышлă ача çуратнă. Уйрăлакансем сахал пулнă. Чăваш ялĕнче нихăçан та ашшĕ-амăшĕ пăрахнă ачасем пулман. Тăлăха юлнă ачасене тăванĕсем е кỹршисем, е аслă аппăшĕсемпе тетĕшĕсем хăйсем вăй çитерсе кĕçĕннисене пурнăç çулĕ çине тăратнă. Андрей Никифоровичпа Анна Никитична Казначеевсем 7 ача çуратнă. Вера хĕрĕ - пиллĕкмĕш. Çак çемьере мăшăрсем пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă. Унтри хăйĕн кил-йышне тата арăмне юратса, ăнланса, ачисемшĕн чун-чĕрине парса кил-çуртне çирĕп тытса пынă. Арăмĕ те, Анюк аппа, упăшкине пысăка хунă. Казначеевсен çемйин тĕп тĕллевĕ ача-пăчана йĕркеллĕ пăхса ỹстересси пулнă. Пилĕк хĕр те икĕ ывăл парнеленĕ Анюк аппа мăшăрне. Юлашки ывăлне çуратнă чухне вĕрĕлсе, чирлеме тытăннă вăл. Телейпе, юратупа килĕштерсе пурăнакан çемье телейне те вăрçă аркатнă. Унтри тетене те салтак юрри юрлаттарсах вăрçа ăсатаççĕ.

Вера аппа ун чухне 5 çулхи ача пулнă пулсан та ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă саманта лайăх астăвать.

- Атте аннене ыталаса куççульпе йĕрсе сăмах калани халĕ те куç умĕнче. "Мăшăрăм, хăв та йывăр чирлетĕн. Мĕнле пăхса ỹстерĕн-ши ачасене?" - чĕркуçленсе ларса чĕрçи çине пуçне хурса йĕни ĕмĕрлĕхе манăн чун-чĕрене вырнаçса юлнă. Çапла, эпĕ аттене паянхи кун та кĕтетĕп, - тет вĕри куççульне шăлса Вера Андреевна.

- 1942 çулта атте вилни çинчен виç кĕтеслĕ çыру илтĕмĕр. Аннене йывăр хуйхă ураранах ỹкерчĕ. 1947 çулта мăшăрне кĕтсех, йывăр чирне çĕнтереймесĕр çĕре кĕчĕ вăл. Пирĕн çемьен пурнăç синкерлĕхне манăн аса илсе каласа та парас килмест, - тет Вера аппа. _ Пирĕн пек çемьесем ялта та, районта та, тĕнчипе те нумай пулнă. Шăмалак ялĕнчи çичĕ класлă шкулта виçĕ çул çеç вĕренме тỹр килчĕ мана. Аслă аппана пире, ултă пĕртăвана, пăхса пурăнма çăмăл пулман. Ĕçлеме пултаракан аппасене тата икĕ шăллăма хăйĕнпе хăварса, мана Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнчи тăлăх ачасен çуртне ăсатрĕ. Эпĕ лаша лавĕ çинче ларса пынă чухне каялла килме çула астуса пытăм.

Çав каçах интернатран тухса тартăм. Яла çитсен киле тỹрех кĕмерĕм, çырласем çисе кĕлет айĕнче пурăнтăм. Çапла эрне пурăнса, выçса çитсен, кил умне пырса чỹречерен шаккарăм. Аппа тухса уçрĕ те çапла каларĕ: "Ĕне сĕтне пурне те пайласа ĕçтерсе янă. Выçă çĕр каçăн". Çав кунран пуçласа мана килтен урăх ниçта та ямарĕç. Аппа хушнă ĕçсене тăрăшса пурнăçлаттăм, ĕне кĕтỹ кĕтме çỹреттĕм, шкула кайма вăхăт пулман. Çапла виçĕ класлă ăс-тăнпах ĕмĕре ирттертĕм, - сăмахне вĕçлерĕ Вера аппа.

Килĕшỹллĕ кил-йышра пур ыйтăва та пĕр-пĕринпе канашласа татса параççĕ. Аслисем каланине тĕпе хурса, итлесе пурăнаççĕ. Ачасене ỹстернĕ çĕрте аслашшĕсемпе асламăшĕсен тỹпи пысăк. Ытти халăхсенни пекех, чăваш хĕрĕ качча тухсан упăшки килĕнче пурăнма пуçлать.

Вера аппа та Санькка тете качча тухма ыйтсан килĕшет. Шкулта вĕреннĕ чухнех килĕштернĕ-çке пулас мăшăрне. Çапла вара 1962 çулта Шăмалак ялĕнче çĕнĕ çемье чăмăртанать. Ун чухне çамрăксем вербовкăпа ĕçлеме кайнă. Красновсем те Архангельск облаçне вăрман хуçалăх комбинатне ĕçлеме тухса каяççĕ. Пилĕк çул тăван ялтан инçетре ĕçлесе пурăнаççĕ. Унтах аслă хĕрĕ Роза çуралать. Санькка тете яланах производствăра малта пынипе палăрать. Пултаруллă çамрăк ашшĕ çемьене тимлĕх уйăрма та вăхăт тупать. 1967 çулхи çу уйăхĕнче, тăванĕсене курма яла таврăнсан, аппăшĕсем ỹкĕтленипе, яла тĕп киле пурăнма юлаççĕ. Санькка тете колхозра тракториста вырнаçать. 1968 çулта çемьене çĕнĕ кайăк килет. Хĕр пĕрчине Галя ятлă хураççĕ. 1976 çулта Александр Семеновичпа Вера Андреевна çĕнĕ çурт лартаççĕ, тăвансене кĕрекене пуçтараççĕ. Ваттисен пехилĕпе, пĕр-пĕрне ăнланса, кил-çурта хăтлăх кỹрсе, хĕрĕсене сăпайлăн çеç çирĕп воспитани парса ỹстереççĕ. Вера аппа, мăшăрĕ пекех, "Слава" колхозра вăй хурать. Нумай çул сысна ферминче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. Санькка тете те "Хисеплĕ механизатор" ята тивĕçет, анчах юлашки çулсенче йывăр чире пула, вăхăтсăрах пенсине каять. Çапла паянхи куна та ытлă-çитлĕ, пĕр-пĕрне хисеплесе, кил-хуçалăхне арча пек тирпейлесе, пултарнă таран выльăх-чĕрлĕх усраса пурăнаççĕ Красновсем. Роза хĕрĕ Шăмалак ялĕнчи Усановсен йăхĕнчи чипер каччăпа пĕрлешнĕ. Галя хĕрĕ Чăваш Тăрăм каччипе юратса çемье çавăрнă. Хĕрĕсем иккĕшĕ те вĕрентекенсем. Роза Александровна Шупашкар хулинче çемйипе пурăнать. Галина Александровна Аслă Таяпари вăтам шкулта вĕрентет. Женя, Денис тата Александра мăнукĕсем час-часах кукамăшпе кукашшĕ патне хăнана çỹреççĕ. Вĕсем те çемье çавăрнă. Ват кукашшĕпе кукамăшĕн Богданпа Данил кĕçĕн мăнуксем пур.

Килĕштерсе тĕреклĕ пурăнакан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Çак ырлăхпа пурлăха лайăх сыхласа пурăнаççĕ Красновсем.

Венера УСАНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Красновсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика