Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăр йăтассипе маттур

Элĕкри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ачасем чылай. Вĕсенчен пĕрисем вĕренÿре малта пыраççĕ, теприсем - спортра маттур, виççĕмĕшĕсем сцена çинче артист рольне выляма пултараççĕ е юрра-ташша ăста. Кашни енпех пултаруллисем те пур. Вĕсенчен пĕри - Ольга Шорникова.

Оля артист пултарулăхĕпе кăна мар, юлашки вăхăтра спортра та, вĕренÿре те сисĕнмеллех палăрма пуçларĕ. Спортра пĕрремĕш утăмсем кăна тăвать пулин те хĕрача хăйĕн кăмăлĕпех ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.   Хăйĕнчен самай аслисемпе ăмăртса кăçал пауэрлифтинг енĕпе Шупашкар хулинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Хăйĕнпе тан виçе категориллĕ юниоркăсем хушшинче малти вырăн çĕнсе илнишĕн хăй те питĕ савăнать. Уншăн вара ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртет.

Майăн 13-мĕшĕнче Ольăпа унăн амăшĕ Надежда Чăваш Республикин Кубокĕн спортăн асăннă енĕпех ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсем йышăнса килме пултарнă. Оля 52 килограмм таран виçе категорийĕнчи хĕрсем хушшинче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унăн амăшĕ вара 84 килограмм таран виçе категори- йĕнчи республика шайĕнче иртнĕ ăмăртура пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарса тăма пултарнă. Тĕрлĕ заданисене пурнăçласа вĕсем иккĕшĕ те 1-мĕш разрядлă норматива пурнăçланă. Ун пек пулмасăр, вĕсен çемйинче тренер пур вĕт. Çемье пуçĕ спорт енĕпе ачисене кăна мар, мăшăрне те пулăшса пырать. Кашни кун пурте пĕрле туслăн тренировкăна тухаççĕ. «Ачасене тунсăхлă ан пултăр тесе эпĕ те вĕсем патне хутшăнатăп. Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетни кăна мар, вăл тата вăй-хал хушать, çавăнпах кăмăл та çĕкленет», - пĕлтерет пилĕк ача амăшĕ.

О.Шорникова тĕрлĕ предметпа олимпиадăсене те хутшăнать. Кĕнеке вулама юратать, юрра-ташша кăмăллать, унăн илемлĕ ÿкерес ăсталăхĕ та пĕчĕкренпех туптаннă. Çавăн пекех маттурскер шкулти «Туризм» кружока та кайма ĕлкĕрет. Килте уроксем тунă хыççăн пушă вăхăтра ал ĕçĕпе аппаланма юратать. Уйрăмах тĕрлĕ хăюсенчен хитре япаласем маçтăрлать е хутран мĕн те пулин ăсталать.

Ача чухне пур çĕре те çÿрес, çĕннине пĕлсе хăвăн пултарулăха тĕрĕслес килет, çавăн пекех Ольăн та. Унсăр пуçне вăл мĕнле ĕçе тытăнать, ăна çав вăхăтрах тĕплĕн пурнăçлать. Пĕр сăмахпа каласан, алли пур çĕре те ларать.

Малашнехи пурнăçра та пысăк ÿсĕмсем тума палăртнă Оля. Халĕ спортпа тачă çыхăнура пулса вĕренни ăна çунат хушнине те пытармасть вăл.

А.Силивестрова.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2017
20:08
Поделиться