Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

СПИДран сыхланасси - тĕп тĕллев

Иртнĕ шăматкун районта черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртрĕ. Çав кун Элĕк çыннисем тÿлевсĕр майпа «Хĕлхем» спорт шкулĕнче хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарчĕç. Çавăн пекех районти шкулсенче физкультура урокĕсенче футболла, волейболла, теннисла, баскетболла вылярĕç, хаваслă старта хутшăнчĕç.

Çак кун районти тĕп больница ĕçченĕсем «Тухтăрпа уçăлса çÿрени» черетлĕ акцие тухрĕç. Ăна хальхинче СПИДпа чирлесе пурнăçран уйрăлнисен Пĕтĕм тĕнчери кунне халалларĕç. Юлия Мулюкова врач-инфекционист пĕрле уçăлма тухнисене ВИЧ, унăн симптомĕсем тата профилактики пирки каласа пачĕ.

СПИД - хăрушă чир. Вăл çын сывлăхне вилмеллех хавшатать. Хальлĕхе çак чиртен сыватмалли эмел шутласа кăларман, çавăнпа та унпа кĕрешме профилактика туни тата сывă пурнăçпа пурăнни кăна çăлса хăварать. Çак кунах Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансем те вырăнти фельдшерпа пĕрле уçăлса çÿреме тухрĕç. Вĕсем Сывлăхпа спорт кунне пĕрлештерсе ирттерме шутларĕç. Ялти хастарсем, ачасем, аслисем кросра ăмăртрĕç. Малти вырăнсене йышăннисем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Хураçтÿ кунĕнче иртекен флешмоба хатĕрленчĕç.

В.ТУВАНСКАЯ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2017
20:07
Поделиться