АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташла тĕлпулусем туслăха çирĕплетеççĕ

23 мая 2017 г.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Урмаел вăтам шкулĕн ачисемпе юлашки çулсенче тачă çыхăну тытаççĕ. Çакă уйрăмах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче уççăн палăрать. Кунта волейбол, баскетбол, кавир çинче вăй виçесси, шашка-шахмат вăййисем кĕреççĕ. Çапла вара икĕ шкул хушшинчи çыхăну çирĕпленсех пырать.

Акă, майăн 17-мĕшĕнче те Комсомольскисемпе Урмаелсем, маларах калаçса татăлнине пурнăçа кĕртсе, шашка тата шахмат хăмисем çинче пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Вăйăсем Урмаел вăтам шкулĕнче иртрĕç. Кашни командăра - 11-шер шашист, 4-шар шахматист. Тĕлпулăва йĕркелекенсем Урмаел вăтам шкулĕн физика учителĕ Нурислам Тукаев тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн рисовани, черчени предмечĕсене вĕрентекен, ĕç урокĕсене ирттерекен учитель Федор Гаврилов пулчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те шашка-шахмат кружокĕсене ертсе пыраççĕ.

Ăмăртусем тĕлĕнмелле çивĕч иртрĕç. Шашистсем хушшинче чи пултарулли Урмаел вăтам шкулĕн спортсменĕ Азат Адиев пулчĕ, çĕнтерỹçĕ ята аллинчен вĕçертмерĕ. Иккĕмĕш вырăна Комсомольскинчен килнĕ хăна, 6-мĕш класра вĕренекен Нияз Сабитов йышăнчĕ. Ачасен хавхаланăвне татах та ỹстерес тесе судьясем икĕ ачана виççĕмĕш вырăн пачĕç. Пĕри - Ресим Клдров (Урмаел), тепри - Аймат Шарипов (Комсомольски). Шахматистсем пирки каласан, кунта вара Комсомольскисем ăстарах вылянипе палăрчĕç. Ильнар Хайрулловпа Алмаз Шамсутдинов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Урмаелсем - Радив Абдулхаковпа Айнур Хаертдинов - виççĕмĕш призерсем пулчĕç.

Çак тĕлпулури çĕнтерỹçĕсем асăнмалăх парнесене (спонсорĕ М.Г.Камалюков), грамотăсемпе дипломсене тивĕçрĕç.

Урмаел шулĕн ачисем хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç, ăнăçу сунса ăсатса ячĕç. Çавăнпах ĕнтĕ юлташла ăмăртусем те çỹллĕ шайра иртрĕç тесех каламалла. Педагогсем вара ачасемпе çакăн пек ĕçлессинчи малашнехи утăмсене те палăртрĕç.

Ф.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика