Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафсене тỹлеме çăмăлрах

23 мая 2017 г.

Халĕ çул-йĕр çинчи йĕркене пăснăшăн килекен штрафсене харпăр хăй кабинечĕн патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче пĕлме пулать. Унта ятпа хушамата, аçăр ятне тата автомобиль даннăйĕсене кăтартмалла çеç.

Чылай çул ĕнтĕ çул-йĕр йĕркине пăснăшăн штрафсене банкра тỹленĕ, хыççăн квитанцие патшалăх автомобиль инспекцине кайса кăтартнă. Халĕ телефон урлă банк карттипе патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çул çинче йĕркене пăснăшăн килнĕ штрафсем çинчен информаци илсе тăма тата тĕрĕслеме пулать. Çакна пурнăçлас тесен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче смс-çыру килекен приложение телефон çине уçласа çеç илмелле. Приложени пулсан малашне çул-йĕр çинче йĕркене пăснăшăн тỹлемелли штраф çинчен аса илтерни тỹрех килет. Смс-çыру штраф тỹлесен е вăхăтра тỹлемесен ĕçе суд приставĕсен федераци службине ярса парсан та килме пултарать.

Харпăр хăй кабинетĕнче хăвăра кăмăла каякан информаци илмелли мел суйлама пултаратăр, смс-çыру кĕсье телефонĕ, электрон почта е планшет çине (патшалăх пулăшăвĕн приложенийĕпе усă курсан çеç) килмелле. Асăннă сервис Раççейĕпех ĕçлет.

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика