Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрлерĕ уяв! Савăнчĕ халăх

23 мая 2017 г.

Сабантуй - тутар халăхĕн юратнă уявĕ. Ăна яланах çĕр ĕçĕсем вĕçленсен кĕрлеттереççĕ. Çулсеренех пурте кĕтекен Сабантуя Урмаел ялĕ çывăхĕнчи лапамра майăн 20-мĕшĕнче йĕркелерĕç.

Уява ял çыннисем çеç мар, тĕрлĕ хуласемпе районсенче пурăнакансем, сумлă хăнасем хутшăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулса тухрĕ. Чăваш Республикин Культура, наци ыйтăвĕсен тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин ял çыннисене, хăнасене уяв ячĕпе тата çуркуннехи ĕçсене вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунчĕç. Маттур та хастар ĕçченсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Ял халăхĕ, ватти-вĕтти хавхаланса тĕрлĕрен конкурспа вăйăсене хутшăнчĕç. Сабантуйра спорт ăмăртăвĕсем йĕркелерĕç. Кунта çамрăксем наци кĕрешĕвĕнче вăй виçрĕç, канат туртрĕç, юпа çине хăпарассипе тата ытти енĕпе тупăшрĕç.

Ача-пăча батут çинче сиксе савăнчĕ, лашапа ярăнса киленчĕ.

Уявра юрă-ташă нумай пулчĕ. "Мишар" халăх фольклор ансамблĕ, Пĕтĕм халăхсен "Урмай Залида" фестиваль çĕнтерỹçисем, вырăнти артистсем, ытти çĕртен килсе çитнĕ уйрăм юрăçсем савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Г.ГИНАТУЛЛИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика